17 июля 2013 г.
Вăтакас Татмăш хĕрĕ Г.Борисова вăтам шкул хыççăн И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш вĕрентĕвĕн педагогика тата методика уйрăмне вĕренме кĕме документсем тăратнă. Экзаменсене ăнăçлă тытнă вăл. "Манăн анне, Нина Николаевна, Татмăш, Пукăртан ачисене тăваттăмĕш класс таран вĕрентнĕ. Пушă вăхăта яланах унпа юнашар ирттернĕ. Уйрăмах аннепе пĕрле килти тата класри ĕçсене тĕрĕслесси питĕ килĕшетчĕ. Аслă классенче мана çак ĕçе тума шанатчĕ. Тăрăшнине кура анне хавхалантарсах тăратчĕ, мухтаса пуçран шăлатчĕ. Вăт çапла учитель пулас ĕмĕтĕм çуралчĕ" , – терĕ Галина Ивановна.
Тăватă çултан çамрăк специалиста Çĕмĕрле районĕнчи Краснооктябрьски поселокне янă. Пилĕк çул унта вăл пуçламăш классене вĕрентнĕ. 1993 çулта Çĕнĕ Аччари пуçламăш шкул-ача садĕнче ĕçлеме тытăннă. Паянхи кунта унтах тăрăшать. Педагогикăри тивĕçлĕ ĕçсемшĕн тата нумай çул вăй хунăшăн Галина Ивановнăна хисеп грамотисем парса чысланă. Унăн çăмăлах мар çулне хĕрĕ Ольга та суйласа илнĕ. Вăл Шупашкарти педагогика колледжĕнчен вĕренсе тухнă, пĕлĕвне Чăваш патшалăх педагогика университечĕн художествăпа графика факультетĕнче куçăмсăр майпа ÿстерет.
В.АЧЧА.