17 июля 2013 г.
Ачасен çуллахи канăвĕ малалла тăсăлать. Ăна кашниех хăй пĕлнĕ пек ирттерет: пĕрисем килте, теприсем тăванĕсем патне аякри хулана кайса кураççĕ, виççĕмĕшĕсем сывлăхне лагерьсенче çирĕплетеççĕ. "Йыт хăвалакансем" те пур паллах. Полици органĕсем ачасен канăвне те контроллесе тăраççĕ. Акă, сăмахран, А.Г.Николаев ячĕллĕ "Космонавт" лагерьти йĕркелĕхшĕн полици подполковникĕ Э.Яковлев яваплă.
"Космонавт" лагерь 4 сменăпа ĕçлет. Кашни сменăра 300 ача канать. Июлĕн 18-мĕшĕнче 3-мĕш смена ĕçе пуçăнчĕ. Ачасене хăрушсăрлăхпа тивĕçтерес тĕллевпе кану вырăнĕн территорийĕнче 6 видеокамера вырнаçтарнă. Лагере кĕнĕ çĕрте контрольпе пропуск режимне йĕркеленĕ, хурал пур.
Июнь уйăхĕнче районти шкулсенче ĕçпе кану лагерĕсем ĕçлерĕç. Вĕсенче 865 ача канса хăйĕн сывлăхне çирĕплетрĕ. Ку кăна та мар, лагерьте ачасем пĕр-пĕринпе ирĕклĕн хутшăнма, çывăх туслашма пултарчĕç.
Районти шалти ĕçсен пайĕн профилактика учетĕнче 50 ача тăрать. Вĕсем çуллахи вăхăтра уссăр çапкаланса ан çÿреччĕр тесе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр пулăшнипе вăхăтлăх 400 ĕç вырăнĕ йĕркеленĕ. Ĕç кăна çынна киревсĕр пулăмсенчен сыхласа хăварать.
Л.АНТОНОВА,
участокри уполномоченнăйсен пайĕн пуçлăхĕн çумĕ.