12 июля 2013 г.
Районти çулсем çинчи йĕркелĕхе тытса тăрас тесе тĕрлĕ мера йышăнатпăр пулин те лару-тăру пĕрре те çăмăлланмасть. Кăçал пулнă аварисен анализĕпе паллашар-ха. Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕ витĕр иртекен çулсем çинче 43 авари пулнă, июль уйăхĕнче кăна – 13. 7 çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă, 65 çын аманнă. Иртнĕ çул çак тапхăрта 26 аварире 7 çын вилнине, 38-шĕ аманнине шута илнĕччĕ.
Инкексен сăлтавĕсем çакнашкал: çуран çÿрекен çынсем çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсни; водительсем хăвăртлăх режимне пăхăнманни; чукун çул переезчĕсем урлă каçнă чухне тимсĕр пулни; ÿсĕрле руль умне ларни.
Çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăснипе 15 инкек пулнă, 265 çынна административлă йĕркепе явап тыттарнă. Пысăк хăвăртлăхпа пынине пула 13 авари пулнă, 1015 водителе тытса чарнă, фото-видео фиксаци 3961 факта шута илнĕ. Чукун çул переезчĕ çинче – 1, ÿсĕр водительсен айăпне пула 5 авари пулнă.
Çулсем çинче ачасем час-часах инкеке лекни уйрăмах пысăк йывăрлăх кăларса тăратать. Кăçал аварисенче пĕр ача вилнĕ, 5-шĕ аманнă.
Çитĕннисен, ашшĕ-амăшĕн ачасене çул-йĕр правилисене пĕчĕкренех вĕрентмелле, хăйсен те пĕлмелле. Çул çинче тимлĕ пулмаллине тăтăшах асăрхаттармалла. Вара, тен, инкексен шучĕ кăшт та пулин сахалланĕччĕ.
Д.ГУСЕВ,
районти полицин ГИБДД уйрăмĕн начальникĕ.