АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ялта ятлă, çемьере ăш пиллĕ

12 июля 2013 г.

"Лаша пуласси тихаран паллă, çын пуласси ачаран паллă", – тенĕ ватăсем. Светлана шкула çÿреме пуçличченех çырма, вулама вĕреннĕ, ташлама ăста пулнă. Амăшĕ 1-мĕш класс ачисене вĕрентнĕ, хĕрне тăтăшах шкула пĕрле илсе çÿренĕ. Кунта Света 1-мĕш класс ачисен программине çăмăллăнах ăса илме пултарнă. Çавăнпа та шкула кайма вăхăт çитсен ăна тÿрех Хучел шкулĕн 2-мĕш класне вĕренме илнĕ.

Сăмахăм Хучел шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Светлана Николаевна Никифорова çинчен. Светлана 1963 çулхи утă уйăхĕн 10-мĕшĕнче Хучел ялĕнче Николаевсен çемйинче çут тĕнчене килнĕ. Ашшĕ, Николай Николаевич, чылай çул "Коммунизм ялавĕ" хаçат корреспонденчĕ пулса ĕçленĕ, амăшĕ, Мария Васильевна, пуçламăш класс ачисене пĕлÿ парас ĕçре тăрăшнă. Ашшĕпе амăшĕ Светăшăн ырă тĕслĕх пулнă.

1977 çулта хĕр ялти сакăр класлă шкултан вĕренсе тухать, Тăвай районĕнчи Тăрмăш шкулĕнче вăтам пĕлÿ илет. Тăрăшса вĕренет вăл, "пиллĕк" паллăпа çеç ĕлкĕрсе пырать. Амăшĕн ĕçне малалла тăсас ĕмĕт Светланăна И.Я.Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика институчĕн пуçламăш классен уйрăмне илсе çитерет, кĕçех кĕçĕн классене вĕрентме пултаракан аслă пĕлÿллĕ специалист пулса тăрать. Йăмăкĕ Ирина та аппăшĕн çулĕпех утать, Хучел шкулĕнче ачасем тарăн пĕлÿллĕ пулччăр тесе тăрăшать.

"Направленипе Тăрмăш шкулне ĕçлеме ячĕç. Малтанах вăрăмлатнă кун йĕркипе ĕçлекен ушкăнра тăрăшрăм, вырăс чĕлхине вĕрентрĕм. Çулталăк хушши директор çумĕ пулма та тÿр килчĕ, чăваш чĕлхине те вĕрентрĕм. Коллектив çав тери лайăхчĕ, ачисем те кăмăллăччĕ, хама та питĕ юрататчĕç. Хамăн икĕ ача пĕчĕк пулнăран ĕçе çÿреме йывăртарахчĕ, вара 1988 çулта Хучел шкулне куçрăм, биологипе географи предмечĕсене вĕрентме тытăнтăм. Кунта чылайранпа вырăс чĕлхине вĕрентсе пурăннă Лидия Константиновна тивĕçлĕ канăва кайрĕ те вăл вĕрентнĕ предметсене мана шанса пачĕç", – савăнса аса илет Светлана Николаевна ĕçри малтанхи çулсене.

Пултаруллă та илĕртÿллĕ хĕр 1984 çулта Муллавар каччипе (вĕсем пĕр класрах вĕреннĕ) Александр Николаевичпа çемье чăмăртанă. Ывăлпа хĕр çитĕнтернĕ. Артем Петровски колледжĕн Канашри филиалĕнчен хĕрлĕ дипломпа вĕренсе тухнă. Икĕ çул хĕсметре тăнă, çемьеллĕ, мăшăрĕпе ывăл ÿстерет, хальхи вăхăтра Канашра ведомствăра тăман хуралăн инспекторĕ пулса ĕçлет. Хĕрĕ Настя та пиччĕшĕнчен юлмасть, Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕнче ăс пухать, çемьеллĕ, хĕр çитĕнтерет.

Пĕрремĕш категориллĕ учитель кашни урока тĕплĕн хатĕрленет, ачасен пултарулăхне аталантарассине тĕпе хурса ĕçлет. Вăл вĕрентекен ачасем тăтăшах çитĕнÿсем тăваççĕ, олимпиадăсемпе конкурссенче лайăх кăтартусемпе савăнтараççĕ.

Уроксем ирттернисĕр пуçне класс ертÿçин тивĕçĕсене те туллин пурнăçласа пырать вăл. Хучелти тĕп шкулта 5-мĕш класра вĕренекенсем Светлана Николаевнăна иккĕмĕш амăшĕ вырăнне хураççĕ. Вăл йĕркелесе пынипе пĕлÿ илес енĕпе шкулти, районти тĕрлĕ мероприятире хастарлăх кăтартаççĕ.

Хăйĕн ĕçне лайăх пĕлет, хушнă ĕçе вăхăтра, тÿрĕ кăмăлпа пурнăçлать. Çакăн пек паха енсене кура Светлана Николаевнăна ял халăхĕ те, пĕрле ĕçлекенсем те, вĕренекенсем те хисеплеççĕ.

Çак кунсенче Светлана Никифорова 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. Эпир ăна çирĕп сывлăх, телейлĕ кун-çул сунатпăр.

А.ПУРШ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика