АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслă йышпа ĕç ăнăçать

12 июля 2013 г.

Сиккассинчи Культурăпа библиотека аталанăвĕн центрĕнче ятарлă пĕлÿ илнĕ çынсем ĕçлеççĕ. Вĕсем вырăнти халăхăн пурнăçне интереслĕрех тăвас, канăвне усăллă йĕркелес тесе нумай тăрăшаççĕ: ялти пултаруллă çынсене асăрхаса вĕсене илемлĕх тĕнчине илсе кĕреççĕ. Çакна Культура çурчĕ çумĕнчи халăх хорне çÿрекенсен йышĕ уçăмлăнах кăтартса парать. Тĕп хуларан чылай аякра вырнаçнă ялта халăх хорĕ, вокал тата халăх вокалпа инструментсен, çемье ансамблĕсем, драма кружокĕ пурри халăхăн культурине аталантарма май параççĕ те.

Кăçалхи хăш-пĕр çитĕнÿсемпе кăна паллаштарам-ха. Шупашкарта Республика кунне халалласа ирттернĕ уяв мероприятийĕсене хутшăнса сиккассисен "Саламĕ" вокал ансамблĕсем хушшинче иккĕмĕш степеньлĕ лауреат пулса тăнă. Хорсен смотрĕнче те ялти халăх хорĕ (ертÿçи Р.Шоркина, концертмейстрĕ С.Шпаков) иккĕмĕш степеньлĕ дипломант ятне çĕнсе илнĕ.

Герман Лебедевпа Филипп Лукин композиторсем çуралнăранпа 100 çул çитнине халалланă республикăри юрлакан коллективсен фестивалĕнче Мурзуковсен "Тарават" çемьепе тăванлăх ансамблĕ "Пултарулăхăн хăйне евĕрлĕхĕ" номинацире "Чи лайăх фольклор ушкăнĕ" сума тивĕçнĕ.

Чылай çĕрте уявсем ирттернĕ çĕре арçынсене, çамрăксене явăçтарасси йывăртарах пулни паллă. Сиккассинчи халăх хорĕнче арçынсем яланах йышлă пулнă. Унсăр пуçне яшсем те сахалăнах мар. Акă, сăмахран, Александр Карзаков, Юрий Грачев, Алексей Иванов, Константин Филиппов, Иван Фадеев. Вĕсем шкулта, каярах хăйсем суйласа илнĕ вĕренÿ заведенийĕсенче вĕреннĕ чухне те, çартан таврăнсан та хора çÿреме пăрахман. Клубра ирттерекен кану каçĕсене çамрăксем хăйсем хатĕрлесе лартнă номерсемпе те пуянлатаççĕ.

– Культура ĕçĕ нихăçан та çăмăл пулман. Ĕç ăнăçлăхĕ йыш туслă пулнинчен килет пулĕ тесе шутлатăп. Пирĕн тăрăхра ĕçчен те йăрă çынсем пурăнаççĕ. Ял-йышăн сĕнÿ-канашне те шута илмесĕр хăвармастпăр. Ялти вăтам тата ача-пăча искусство шкулĕсенче вĕрентекенсем, больница, хуçалăх правленийĕн, ача сачĕн ĕçченĕсем пулăшу ыйтсан нихăçан та хирĕçлемеççĕ. Хĕрÿ ĕççи вăхăтне пăхмасăр районти Акатуя, Республика кунне уявланă çĕре хастар хутшăннă ял çыннисене чунтан тав тăватăп.

Питрав кунне паллă тăвасси те йăлана кĕрсе çирĕпленчĕ. Культура ĕçĕ-хĕлĕ тĕрлĕ мероприятипе пуян пулин те халăх Питрава çулталăкĕпех кĕтет. Унăн ĕлĕкрен пыракан йăли-йĕркин асамлăхĕ иксĕлсе пĕтмен-ха. Тăванлăх туйăмĕ çĕнĕрен вăй илсе пынине курма-туйма кăмăллă. Паян ентешсене, кÿршĕ ялсенче пурăнакансене Сиккассине уява йыхравлатпăр, – тет Сиккассинчи Культурăпа библиотека аталанăвĕн центрĕн директорĕ И.Андреева.

И.ИЛЬИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика