АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Аслати – хăрушă пулăм

12 июля 2013 г.

Аслати çут çанталăкра пулса иртекен хăрушă пулăмсенчен пĕри шутланать. Вăл "кĕрленĕ" чухне пушарсем тухма, хуралтăсем ишĕлме, çыхăну тата электричество пралукĕсем татăлса анма пултраççĕ. Аслати вăхăтĕнче чи хăрушши – çиçĕм, вăл çынсене те, выльăх-чĕрлĕхе те çапма пултарать.

Тĕслĕхрен, пĕлтĕр утă уйăхĕнче рспубликăра хăрушла аслати пулса иртнĕччĕ, вăйлă çил тата пăр Сĕнтĕрвăрри, Çĕрпÿ, Канаш тата Улатăр районĕсем урлă тухса кайнă. Çил-тăвăл çурт тăррисене сиенлетнĕ, йывăçсене хуçнă, электричество пралукĕсене татнă, ял хуçалăх культурисене пĕтернĕ, выльăхсене вĕлернĕ тĕслĕхсем те пулнă.

Кăçал çĕртме уйăхĕн 23-мĕшĕнче Ачча ялĕнче пĕр инкек пулса иртнĕ. Вăйлă çил вăхăтĕнче юпа çинчи электричество пралукĕ татăлса аннă та кĕтÿрен таврăнакан ĕнене лекнĕ. Ток çапнипе ĕне вилнĕ.

Аслатиллĕ çумăр çывхарнине курсан выльăхсене витене хăваласа кĕртĕр, енчен те кун пек тума май килмесен кĕтĕве айлăм вырăна хăваласа анăр та аслатие унта кĕтсе ирттерĕр. Шыв çумĕнчен аяккарах кайăр, электричество линийĕсем çумне ан пырăр. Витесене çиçĕм çапасран хăрушлăх хатĕрĕсем вырнаçтарăр.

Н.АНДРЕЕВА,

районти ветстанцин пуçлăхĕн ĕçĕсене туса пыракан.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика