АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спектакль курма ялĕпех пычĕç

12 июля 2013 г.

Энтриялĕнчи Культура çурчĕ халăхпа тулчĕ. Вĕсем хушшинче кÿршĕ ялсенче пурăнакансем те пур. Пурте вĕсем чăвашсен паллă драматургĕ Петр Осипов çырнă "Икĕ каччăн пĕр шухăш" камите курма килнĕ. Автор çак кулăшла пьесăна çур ĕмĕр каялла çырнă пулин те, вăл тытăмĕпе паянхи куна çывăх, сцена çинчен кайма пĕлмест. Спектакль режиссерĕ – Чăваш Республикн тава тивĕçлĕ артисчĕ А.Павлов, художникĕ – Чăваш халăх художникĕ Ю.Матросов, ташăсене республикăн культурăн тава тивĕçлĕ артисчĕ А.Музыкантов хатĕрленĕ.

Куравçăсене Чăваш патшалăх драма театрĕн артисчĕсем выляни çав тери килĕшрĕ. Вĕсене хыттăн алă çупса тав турĕç, татах килме ыйтрĕç, Культура çуртĕнчен лайăх кăмăл-туйăмпа саланчĕç.

В.АЛЕКСЕЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика