АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Канашлу ĕçне министр хутшăнчĕ

10 июля 2013 г.

Чăваш Республикин шалти ĕçсен министрĕ, полицин генерал-майорĕ С.Семенов Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн çур çулхи ĕçĕсен кăтартăвĕсен пĕтĕмлетÿ канашлăвне ирттернĕ çĕре килчĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хулапа район прокурорĕ, юстицин аслă советникĕ Я.Сергеев, уйрăм сотрудникĕсем, обществăлла пĕрлĕхсен представителĕсем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем хутшăнчĕç. Канашлăва министр уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ.

Сергей Евстафиевич кĕскен республикăн оперативлă лару-тăрăвĕпе паллаштарчĕ. Пресуплени тăвасси 10 процент чакнă. Вĕсене уçса парассин эффективлăхĕ пысăк. Хăш-пĕр преступленисем çав-çавах çивĕч проблемăсем кăларса тăратаççĕ: сăмахран, шульăклани, тĕпрен илсен, вĕсене урăх регионсенчен килнисем тăваççĕ. Çул çинчи автоинкексем самаях шухăшлаттараççĕ, уйрăмах çын пурнăçĕ татăлнипе çыхăннисем. Наркотиксен çулне пÿлесси республикăри шалти ĕçсен органĕсен тепĕр задачи шутланать. Саккуна пăсса тунă усал ĕçсен 12 процентне – ÿсĕр çынсен алли, 6 процентне çул çитмен çамрăксем тунă.

Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ, полици подполковникĕ А.Левый уйрăмăн кăçалхи кăрлач-çĕртме уйăхĕсенчи оперативлă служба ĕçĕсен кăтартăвĕсем тăрăх тухса калаçрĕ. Пĕрремĕш çур çулта районта преступлени тăвасси 1,1 процент ÿснĕ, пĕлтĕр 177 преступлени тунă пулсан, кăçал вара – 179. Ултă уйăхра регистрациленĕ преступленисене пурне те уçса панă. Çул çитмен çамрăксем тунă преступленисен, преступлени тунă çĕре хутшăннисен хисепĕ ÿснĕ. Урамсенче усал ĕç тăвакансем нумайланнă. Хушма видеокамерăсем вырнаçтарма палăртнă.

Çул çинчи аварисен шучĕ иртнĕ çулхи çак тапхăртинчен 65,4 процент нумайрах. Автоинкексенче аманнисен хисепĕ 71,1 процент ÿснĕ.

Уйрăмăн полици пуçлăхĕ С.Никифоров, обществăлла йĕркелĕх пайĕн пуçлăхĕ Э.Яковлев, следстви пайĕн пуçлăхĕ С.Борисова çур çулта тунă ĕçсен отчечĕсемпе паллаштарчĕç. Канашлура район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов, хулапа район прокурорĕ Я.Сергеев сăмах каларĕç.

Канашлăва С.Семенов министр пĕтĕмлетрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика