АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пулăхлă сие упрасси - пĕрремĕш вырăнта

12 июля 2013 г.

 

Кашни çыншăн тăван тăрăхĕнчен хаклă вырăн çук. Шутласан – чăваш хаклă чулсен вырăнĕсем пуррипе мăнаçланаймасть, çапах нумайăшĕ асатте-кукаçи çĕрĕнчен аякра пурăнаймасть. Телее, хамăр ен чухăн мар. Чăваш тараватлăхĕ, ĕçченлĕхĕ, сăпайлăхĕ - хăйне евĕрлĕ пуянлăх. Çуралнă тăрăхăмра пысăк укçа-тенкĕ кÿрекен тимĕрсем тупман пулин те, пÿрт-çурт çĕкленĕ чухне кирлĕ япаласем патне ытти региона каймастпăр-ха. Паха хăйăр, тăм, гипс чăвашра çителĕклех темелле. Строительство промышленноçĕнче кăна мар, ял хуçалăхĕнче те анлă усă куракан доломит та сахал мар пирĕн. Вăл тăпрари йÿçеклĕхе шайлаштарма питĕ кирлĕ.

Нихăш района та çут çанталăк кÿрентермен. Вырăн-вырăнпа торф, извеç чул тăприсене (порода) кăлараççĕ. Пур çĕрте те тенĕ пекех хăйăр тата тăм пур. Çавна май чылай тăрăхра кирпĕч туса илес ĕçе япăх мар йĕркеленĕ: Çĕмĕрле, Елчĕк, Тăвай, Шупашкар, Çĕрпÿ, Пăрачкав, Муркаш, Сĕнтĕрвăрри, Хĕрлĕ Чутай, Красноармейски, Комсомольски, Канаш, Улатăр, Элĕк, Патăрьел, Вăрнар тата ытти районсенче.

Акă, юр çурхи шыва çаврăнĕ те карьерсем патне çул хывăнĕ. Чăваш вĕт ырă пĕр кун сая кайнишĕн те кулянать. Пиçсе çитнĕ çĕрĕ çинче пахча çимĕç лартнă вăхăтрах стройка ĕçне те майлаштарать. Малаллах талпăнать эппин. Çын куçĕнчен ÿкес марччĕ тет ĕнтĕ. Кризис-и унта е ытти усал япала-и ура хурасшăн - çапах парăнмасть чăтăмлă та маттур чăваш. Унта та кунта нимене пуçтарăнаççĕ: никĕс яраççĕ, çурт купалаççĕ...

Çавăнпах пулĕ паянхи кун республикăра çĕр айĕнчи пурлăха кăларакан вырăн - 38. Районсен администрацийĕсенчен пĕл-тернĕ тăрăх, 12 карьер промышленноç категорийĕ шутланакан лаптăксем çинче вырнаçнă. Сăмахран, Шупашкар районĕнче Апаш тата Явăш, Хыркасси, Чантăр тăрăхĕсенче тăм кăлараççĕ. Улатăр районĕнчи Явлей тата Миренка ялĕсенчен инçех мар - хăйăр. Тăвай, Етĕрне, Красноармейски, Комсомольски районĕсенче те карьерсем уçă. "Уçă" тени тĕрĕсех те мар-ха. Çĕр айĕнчи пурлăха хăв тĕллĕн кăлараймăн, предприятисен малтан ирĕк илмелле.

Сăмах май, Чăваш Республикин Çут çанталăк ресурсĕсен тата экологи министерстви пĕлтернĕ тăрăх, республикăра çĕр айĕнчи пурлăха кăлармашкăн 48 лицензи панă, çав шутра вырăна тĕпчемешкăн 10-ăн ирĕк илнĕ.

Темле пулсан та çĕр айĕнчи усăллă япаласене кăларас ĕçĕн - хăйĕн йĕрки. Уйрăмах ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе тимлĕ пулма ыйтаççĕ саккунсем. Пулăхлă сие упраса хăварасси - пĕрремĕш тĕллев пулмалла ку енпе ĕçлеме шут тытнă предприятисен. Ăна ятарласа хырса илмелле те уйăрнă вырăнта упрамалла. Капла ăна 20 çул таранах тытма юрать. Анчах унта та кунта çак йĕркене пăхăнманнине тупса палăртрĕç Раççей ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн инспекторĕсем.

Патшалăх çĕр надзорĕн пайĕн пуçлăхĕн çумĕ Нина Воронова каласа панă тăрăх, çĕр айĕнчи пуянлăхпа тухăçлă усă курнине палăртас тĕллевпе 2012 çулта 8 тĕпчев йĕркеленĕ. Тĕрĕсленĕ предприятисенчен пурте тенĕ пекех иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсенче уçнă карьерсенче тăрмашнă. Анчах, асăнтăм ĕнтĕ, пурте тенĕ пекех рекультиваци проектне (пулăхлă сие вырăнне тавăрса ăна усă курма юрăхлă тăвас ĕç) хатĕрлемен. Сăрт-ту ĕçĕсене аталантарас плансенче рекультивацие мĕнле майпа йĕркелессине тата вăхăтне кăтартман. Кунашкал проект хатĕрлеме хушса 5 предписани çырма тивнĕ.

Лаптăк тĕлĕшпе межевани ĕçне йĕркелеменни те, ăна кадастр учетне илменни те çиеле тухнă, предприятисен çĕр харпăрлăх пулнине çирĕплетекен свидетельство е ăна арендăна илнине ĕнентерекен килĕшÿ те пулман. Асăннă йĕркесене пăхăнманшăн вара Раççей Федерацийĕн Административлă йĕркене пăсни çинчен калакан кодексăн 7.1 статйипе явап тыттараççĕ. Пĕлтĕр юридици вăйĕнчи 3 çынна шăпах çак статьяпа айăпланă та.

ГОСТ требованийĕсемпе килĕшÿллĕн те ĕçсем хыççăн çĕрĕн çиелти сийĕн пулăхлăхне тавăрасси предприятисен тивĕçĕ пулса тухать. Анчах унта та кунта шăтăксем чавса пĕтерни куç тĕлне пулнă. Пулăхлă сий ăçта выртнине (енчен те вăл упранса юлнă пулсан) тупма çав тери вичкĕн куçсем кирлĕ иккен. Пĕр шутласан йĕп мар вĕт, тÿрех асăрхамалла пек. Мĕнле хаклама пулать кунашкал пулăма; Çĕртен кулниех мар-и çакă; Пайтине курасшăн, тав тума пĕлместпĕр, вĕренесшĕн те мар. Тĕрĕслевçĕсем çитменлĕхсем пирки каласан та вĕсене пĕтерме темиçе хут аса илтерме тивет хăшне-пĕрне. Ĕçсем хыççăн çĕре акма-лартма юрăхлă тăвас тесе тăрăшакана чунтан тав сăмахĕ калама та юрать-тăр...

Темиçе çул каялла акционерсен "Шупашкар керамики" хупă обществи ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕр çинче тăм кăларнă. Анчах та ку лаптăк тĕлĕшпе нимĕнле документ (тара илнине çирĕплетекен е çĕре промышленноç пĕлтерĕшлĕ категорине куçарни çинчен палăртакан) та тутарман. Ĕçе пуçличчен рекультиваци проекчĕ хатĕрлемелле пулнине те асăннă управлени ĕçченĕсен аса илтерме тивнĕ. Палăртмалла, кая юлса пулин те общество çак çитменлĕхе пĕтернĕ. Çапах та инспекторсене рекультивацие мĕнле пурнăçлани килĕшмен. Пулăхлă çĕре вырăна тавăрнă-ха общество, анчах та ĕç кунпа кăна вĕçленмест-çке. Иккĕмĕш тапхăр вăл - биологи рекультивацийĕ. Çĕр çинчен калакан саккунсемпе килĕшÿллĕн лаптăка акса хăвармалла, çапла пулăхлăхне тавăрмалла.

Ку ĕç-пуç ĕнер-паян пулманни пирки маларах асăнтăм. Çапах ырă тĕслĕх вырăнне илес терĕм. Паян управлени специалисчĕсем ку ĕç-пуç пирки аса та илмеççĕ - асăрхаттарусене шута илнĕ, вăхăтра пурнăçлама тăрăшнă. Анчах Шупашкар районĕнчи тепĕр предприяти пачах хирĕçле шухăшсемпе аса килет. Кирпĕч туса кăлараканскер 1 гектар пулăхлă сие пĕтернине хам та курнăччĕ. Анчах инспекторсен асăрхаттарăвĕпе ниепле те килĕшесшĕн мар унта. Темиçе хутчен те суд пулчĕ темелле, предписание (тĕрĕсрех каласан, судсем хыççăн - предписанисене) пурнăçлама васкамаççĕ. Тăпран пулăхлăхне тавăрма кирлĕ вăя, вăхăта судсенче ирттернĕ тесен те юрать.

Районсенчен пĕлтернĕ тăрăх, Улатăр районĕнчи – Иваньково, Сĕнтĕрвăрри районĕнчи - Аксарин, Вăрмар районĕнчи - Энĕшпуç (3 лаптăк), Етĕрне районĕнчи – Иваньково, Канаш районĕнчи Уçырма ял тăрăхĕсенче ял хуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсем çинче хăйăр е тăм кăлараççĕ. Пур çĕрте те тенĕ пек хивре калаçу пуçарма сăлтав пур. Лаптăксене межевани тутарман, кадастр учетне кĕрттермен. Рекультиваци проекчĕсене хатĕрлес тĕлĕшпе те йĕрке çук. Çĕр айĕнчи пурлăха кăларнă хыççăн çав лаптăка усă курма юрăхлă тăвассин меслетне, вăхăтне кăтартмалла-ха та - те пĕлменрен çакнашкал çитменлĕх çине-çине куç тĕлне пулать. Ĕçсем хыççăн лаптăка мĕнле тĕллевпе усă курассине те пĕлтермелле: кĕтÿ çÿрететĕн-и унта, кÿлĕ тăвас тейĕн тен. Проекта пăхсан йăлтах ăнлантăр тĕ-рĕслевçĕ.

Палăртмалла, 19 лаптăк тĕлĕшпе Пĕрлехи патшалăх реестрĕнче даннăйсем çук, çавăнпа та вĕсем мĕнле категори шутланнине калама хĕн. Çак сăлтавпа "витĕнсе" хăшĕ-пĕри яваплăхран хăтăлнă теме те пулать. Категори паллă мар тăк - çĕрпе тĕллевсĕр усă кураççĕ теме те май çук вĕт.

Н.Васильева.

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика