10 июля 2013 г.
Пайкилт ялĕ çывăхĕнчи ешĕл йăлăмра Чăваш Республикин потребкооперацине тата Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунне халалласа Канаш райповĕн кунне ирттернĕ.
Чăвашпотребсоюз правленийĕн председателĕн çумĕ Н.Наумова саламлă сăмахĕсене наградăсемпе çирĕплетнĕ. Раççей Федерацийĕн Центросоюзĕн "Аш-какай йышăнакансенчен чи лайăххи" дипломне райпон таварсем туянакан агенчĕ Л.Яковлева тивĕçнĕ. Пайкилтри, Çĕнĕ Шелттемри, Сиккассинчи тата Шуркассинчи лавккасен коллективĕсене, Шăхасанти Б.Алексеева, Пайкилтри Ю.Ильинпа Л.Ефимовăна, Вăтакас Татмăшри В.Павловпа О.Степановăна Чăвашпотребсоюз Канашĕн дипломĕсемпе чыс тунă. Катекри çăкăр пекарнинчи В.Федоров грузчикăн тата магазин заведующийĕн М.Николаеван тăрăшулăхне çак Канашăн Хисеп грамотипе хакланă.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ А.Егоров "Колос"кафен тĕрлĕ ĕç тăваканне М.Степановăна, райпо водительне В.Павлова тата "Кооператор" тулли мар яваплă пĕрлĕх водительне Н.Павлова район администрацийĕн Хисеп грамотине панă. Райпо Канашĕн председателĕ В.Павлов "Колос" кафен кухня ĕçченне Р.Михайловăна райпо грамотипе наградăланă.
Райпо ветеранĕсене Е.Ильинана, Н.Юдинана, Н.Никоноровăна, И.Алешкина тата Р.Ивановăна чысланă. "Райпо ачасен куçĕпе" конкурса пĕтĕмлетнĕ, лайăх ĕçсен авторĕсене парнесем парса хавхалантарнă. Уява тĕрлĕ вăйă, чăваш эстрада юрăçисен А.Ильинăн, О.Прокопьеван тата С.Петровăн юррисем илемлетнĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.