АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Укçана банкăра мар, банкра упрăр

10 июля 2013 г.

33 çулти çамрăк та чипер Светлана Малтипиттикассинчи Иванпа саккунпа хут уйăрттармасăрах пĕрле пурăнма пуçланă. Иванăн амăшĕ те вĕсемпе пĕр килтех пурăннă. Вăхăт иртнĕçемĕн Светлана кил хуçи хĕрарăмĕ хăйĕн укçи-тенкине ăçта тытса усранине питĕ тĕплĕ пĕлсе çитнĕ. Лешĕ уйăхсерен паракан пенси укçине Перекет банкĕнче мар, кĕленче савăтра тытнă. Кин тени хунямăшĕн килти "банкне" çăмăллăнах шыраса тупнă. Унти укçапа ирĕккĕн усă курма пуçланă. Хĕрачисем валли тутлă çимĕç туянса паман вăл, хăйне валли эрех илнĕ.

Светланăн çул çитмен ачисем Калиновка поселокĕнчи интернат шкулта пурăннă. Иртнĕ çулхи раштав уйăхĕнче кун сиктерсе тенĕ пек алкумĕнче пытарса хунă "банкран" 2 пиншер тенкĕ йăкăртнă. Çĕнĕ çул умĕн 7 пин тенкĕ кăларса илнĕ. Пĕтĕмпе 15 пин тенкĕ тăкакланă.

Уяв каçĕ çитнĕ. Шăпах çавăн чухне Светланăн хура ĕçĕ тăрă шыв çине тухнă та. Иванăн амăшĕ укçи çухалнине асăрханă та путсĕр кинне килтен кăларса сирпĕнтернĕ.

Канаш район сучĕ Светланăна айăпласа 320 сехет ĕçлесе юсанмалла тунă.

Е.СПИРИДОНОВА,

районти полицин аслă следователĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика