10 июля 2013 г.
Универсиадăна пирĕн спортсменсем те хутшăнаççĕ. Алина Прокопьевăпа Наталья Пучкова чи малтан кĕрешĕве тухрĕç – вырсарни кун 10000 метрлă дистанцире чупрĕç. Иккĕшĕ те спортăн тĕнче класлă мастерĕсем, кăçалхи Раççей чемпионачĕн призерĕсем. Пирвайхи километрсенче асăрхануллă пулчĕç Алинăпа Наталья. Каярахпа Прокопьева малта пыракана – Японири Аюко Сузукине – хăваласа çитрĕ. Кĕç-вĕç унтан иртсе каяссăн туйăнатчĕ. Çапах та лешĕ сыхă пулчĕ, хăвăртлăха чакармасăр пычĕ – мĕн финиша çитичченех. Японка – чемпионка, Прокопьева – "кĕмĕл" призер. Пĕтĕм вăй-хала парса тăрăшрĕ Алина, финиша çитсен ура çинче тăма та вăйĕ юлмарĕ унăн. Аса илтеретпĕр: унчченхи Универсиадăсенче 10000 метра чупассипе пирĕн спортсменкăсем (Надежда Ильинапа Галина Александрова) япăх мар ăмăртнă пулин те медале тивĕçейменччĕ.
Кам-ха вăл – 27 çулти пирĕн пултаруллă стайер; Алина Прокопьева (Алексеева) – Мари Республикинчен. Станислав Егоров тренер сĕннипе хĕр Шупашкарти Олимп резервĕсен училищине вĕренме килнĕ. Ăсталăхне туптанă май Раççейри ăмăртусенче палăрма тытăннă, 2007 çулта Европа чемпионатĕнче виççĕмĕш вырăн йышăннă. Халĕ унăн вĕрентекенĕ – СССР тава тивĕçлĕ тренерĕ Михаил Кузнецов.
Тепĕр икĕ кунтан Алина Прокопьева тата 10000 метрлă дистанцире пиллĕкмĕш пулнă Наталья Пучкова çурма марафон стартне тухĕç. Паян Универсиада экзаменне хăвăрт утакансен тытма тивет. Вера Соколовăна, Марина Пандаковăна, Ирина Юмановăна çăмăл пулмĕ. Йывăр кĕрешÿре парăнманни сулăмлăрах та хаклăрах.
Ю.ПЛОТНИКОВ.