10 июля 2013 г.
Район администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕ Çемье, юрату тата шанчăк кунĕ ячĕпе нумай çул пĕрле пурăнакан мăшăрсене чысланă. Вĕсем - Карăклăри Ольга Архиповнăпа Анатолий Михайлович Михайловсем, Ухманти Раиса Алексеевнăпа Василий Петрович Семеновсем, Сиккассинчи Роза Петровнăпа Николай Петрович Шоркинсем, Шаккăлти Римма Николаевнăпа Илья Ефимович Шулаевсем.
Савăнăçлă мероприятине район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, хула тата район халăхне социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕ Надежда Маркелова хутшăннă, мăшăрсене уяв ячĕпе саламланă, сÿнми юрату, çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр суннă, "Юратупа шанчăклăхшăн" медаль, парне тата чечек парса хисеп тунă. Районти ял тăрăхĕсен тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи "Ентешсем" ансамбль уяв хуçисен ячĕпе хитре юрă-кĕвĕ шăрантарнă, ку чухнехи ташăсемпе савăнтарнă.
Уяв кунĕнче Сергей Федоровпа Анастасия Воробьева, Антон Федотовпа Анна Скрипкина мăшăрланнă.
А.ВИТАЛЬЕВ.