АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ниçталлисĕр таçталла

05 июля 2013 г.

Юлашки вăхăтра тăван чĕлхепе таса калаçакансем ылтăн катăкĕ пекех. Пĕр-пĕр паллă куна уявланă чухне хăш-пĕрисен салам сăмахĕсене итлесен хăлха йÿçсе кайнăпа пĕрех. Чăвашпа вырăс сăмахĕсене айăн-çийĕн çа-вăрттарнипе çав çын мĕн каласшăн пулнине ниепле те ăнкарса илме çук. Вырăс предложенийĕсене тÿрремĕн куçарса пупленипе ку çын чăвашах-и тесе хул пуççисене сиктерсе илетĕн вара. Официаллă документсене, саккунсене, указсене чăвашла ăнлантарса панă чухне эх, çăраççĕ те вара. Мĕн "пĕçернине" çÿлти Турă та, ахăртнех, пĕлеймест пуль.

Пирĕн редакци урамне вырăсла "Улица "30 лет Победы" теççĕ. Хăма татăкĕ çине те çаплах çырнă. Чăвашла вара кам мĕнле пĕлет, çавăн пек çавăрттарса куçарать. Ÿкерчĕк çинчине вулар-ха: "30 çул Çĕнтерÿ урамĕ". Кунта вара сăмахсене вырăсли пекех вырнаçтарса тухни куç кĕрет. "Çĕнтерĕве 30 çул" урамĕ" тени мĕнрен япăх вара.

"Открытое акционерное общество "Канашский автовокзал" тесе çырнă илемлĕ хăма татăкне куç аякранах асăрхать. Ун айĕнчех чăвашла кăтартнă. Вулар-ха пĕрле: Уçă акционер обществи "Канаш автовокзалĕ". Кунта каллех тÿрĕ куçару сисĕнет. "Канаш автовокзалĕ" акционерсен уçă обществи" тенине мĕн çиттĕр. Чĕлхе те такăнмасть, янăравĕ те илемлĕ, грамматика енчен те тĕрĕс.

Вагонсем юсакан завод енчен килнĕ чухне автобуссем чарăнмалли вырăнсен ячĕсене чăвашла çырнине курсан пĕрре ахăлтатса кулас та, çав вăхăтрах тăван чĕлхене хисеплеменнишĕн куççуль кăларсах тарăхас та килет. Пĕр чарăнăвне "Быт çурчĕ", теприне "Чукун çул больницы" тенĕ. Вырăсла çапла вĕсем: "Дом быта" тата "Узловая больница".

Предприяти ятне чăвашла куçарнă чухне тăван чĕлхене лайăх пĕлекенсенчен, вĕрентекенсенчен пулăшу ыйтма именсе тăрас марччĕ. Хăвăра та, çынсене те кăмăллă пултăр тесе тăрăшмалла. Ниçталлисĕр таçталла каяс марччĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика