05 июля 2013 г.
Аслă вĕрентекенĕм, Ленинград академикĕ Федор Григорьевич Углов кардиохирург, манăн чĕрере ĕмĕр-ĕмĕр пурăнать. Вăл Раççей медицина наукисен Академийĕн чăн членĕ, СССР тава тивĕçлĕ изобретателĕ, Ленин премийĕн лауреачĕ, "За веру и верность" номинаципе Андрей Первозванный премийĕн лауреачĕ, 100 çула çитсе те çын чĕрине операци тунă ылтăн алăллă тухтăр.
Федор Григорьевича эпĕ пĕрремĕш хут 1962 çулта РСФСР хирургĕсен иккĕмĕш съездĕнче тĕл пулнăччĕ.
1963 çулта А.А.Вишневский академик – А.В.Вишневский академик ывăлĕ, Совет Çарĕн тĕп хирургĕ тата А.В.Вишневский академик ячĕллĕ Мускав хирурги институчĕн директорĕ – çине тăрсах Хусанта, хăйĕн ашшĕ ячĕллĕ тепĕр клиникăра, кардиохирурги центрĕ йĕркелеме, унта операцисем тума тытăнма тĕллев лартнă. Çак тĕллевпе кардиохирургсен бригадине пухма пуçланă. Унта мана та, çамрăк ординатора, кĕртрĕç, Ленинградри пĕрремĕш медицина институчĕн хирурги кафедрин пуçлăхĕ Федор Григорьевич Углов патне кардиохирурги енĕпе вĕренсе хатĕрленме ячĕç.
...Углов академик клиникинче ирхи конференци пырать. Вăхăт – 8 сехет. Зала Федор Григорьевич кĕрет. Ăна пурте ура çине тăрса кĕтсе илеççĕ. Врач дежурство мĕнле иртни çинчен пĕлтерет. Тĕлĕнмелле, Федор Григорьевич дежурнăйран çак кунсенче операци тунă çынсем çинчен вĕсем ячĕсене асăнса тĕпĕ-йĕрĕпе тĕпчет. Дежурнăй врачсем доклад тума питĕ тĕплĕ хатĕрленнĕ. Çак конференцире кашни чирлĕ çын пирки калаçу пычĕ.
Пĕр уйăх стажировкăра пулнă хыççăн мана пĕчченех дежурствăна яма пуçларĕç. Паллах, пысăк шанăç ку. Ун чухне больницăсенче реанимаци служби пулман-ха. Сасартăк ман пата медсестра чупса пычĕ: "Ĕнер операци тунă К. аптрать. Пульс ÿсрĕ, аритми палăрать", – хыпарларĕ вăл. Эпĕ палатăна кĕтĕм, чирлĕ çынна пăхрăм. Пульс минутра 130 хут тапать – нумай, ăна 0,5 мл атропин пама хушрăм. Чĕре таппи йĕркене кĕчĕ, эп те лăплантăм.
Ирхи конференцире çакăн çинчен пĕтĕмпех Ф.Г.Углов академика каласа патăм. Вăл питĕ тимлĕн итлерĕ те юлашкинчен çапла каларĕ: "Лайăх, çухалса кайман эсĕ, маттур, хăвăн ĕçне ăнăçлă пурнăçланă. Анчах та чирлĕ çынна, чĕри операцичченех йĕркесĕр тапнине шута илсе, пысăк дозăпа атропин пама юраман, унăн чĕри чарăнса ларма пултарнă. Хусан тухтăрне (вăл мана яланах çапла чĕнетчĕ) ăнăçнă. Ÿлĕмрен унăн çеç мар, ытти врачсен те пысăк дозăпа атропин янă чухне асăрхануллă пулмалла, пульс мĕнле пулнине тĕрĕслесе тăмалла. Çамрăк тухтăрăн аслă юлташĕсемпе канашламалла пулнă. Питĕ кирлĕ пулсан ман пата та шăнкăравлама юрать". Унăн сăмахĕсем мана хумхантарса ячĕç. Вăл академик-çке! Сассине пĕр хăпартмасăр, çамрăк врача хисеплесе, ырă сунса каларĕ çакна, мана лăплантарчĕ.
Ф.Г.Угловăн çамрăк хирургсене вĕрентсе хатĕрлемелли методики виçĕ пайлă: пĕрремĕшĕ – теори енĕпе хатĕрлесси, иккĕмĕшĕ – диагностика тума вĕрентесси, чирлĕ çынна сиплеме пĕртен-пĕр тĕрĕс çул-йĕр суйласа илесси, виççĕмĕшĕ – стажерсене хăйсем тĕллĕн ĕçлеме хăнăхтарасси. Çапла вĕрентни, ман шутпа, тĕп-тĕрĕс те усăллă. Федор Григорьевич, мана теори енĕпе хăвăртрах вĕрентес тесе, чи малтан чирлĕ çынсене консультаци парса йышăнма хăйĕн пулăшуçи туса хучĕ. Вăл кашни эрнере пĕтĕм Совет Союзĕнчен 15-20 çынна йышăнатчĕ. Манăн малтан чирлĕ çынсен докуменчĕсемпе, мĕнпур хучĕпе паллашмаллаччĕ, диагноз лартмаллаччĕ те мĕнле сиплемеллине палăртмаллаччĕ. Çаксене академика пĕлтереттĕм. Тÿрех каламалла: малтанхи вăхăтра мана çăмăл пулман. Эпĕ йăнăш тусан вăл, чирлĕ çын ан куртăр тесе, ман йăнăша тÿрлететчĕ. Кашни пациентăн чĕри мĕнле тапнине хăй итлетчĕ. Чирлĕ çынсем ун патĕнчен сываласса шанса тухса каятчĕç. Вăл мана çак вăхăтра мĕнле кĕнеке вуласа ăс пухмалли çинчен калатчĕ. Эпĕ Федор Григорьевича операци тунă чухне тĕплĕн шухăшласа çирĕп йышăнусем тума хăнăхтарнăшăн, юлташсемпе канашлама ăс панăшăн чĕререн тав тăватăп.
Тепĕр самант та асăмран тухмасть. Ирхи конференцире Федор Григорьевич сасартăк: "Паянхи операцире манăн пĕрремĕш пулăшуçă Хусан ординаторĕ Григорьев пулать", – терĕ. Ку маншăн пач кĕтмен çĕртен пулса тухрĕ. паллах, хумхантăм. Клиникăра эпĕ виççĕмĕш уйăх ĕçлетĕп ĕнтĕ, операци тума та нумай хутшăннă, пĕрремĕш пулăшуçă та сахал мар пулнă, анчах академика пĕрре те пулăшма тÿр килмен. Мана хĕрарăм-профессор лăплантарчĕ: "Ан пăшăрханăр, Николай Григорьевич. Пурте йĕркеллĕ пулать. Федор Григорьевич операци вăхăтĕнче яланах лăпкă. Хăвăр ытлашши хускану туса ан кансĕрлĕр çеç ăна".
Акă, эпĕ чирлĕ çыннăн кăкăрне, чĕре кипкине уçрăм... Федор Гргорьевич, юнашар сĕтел çинче операци тăваканскер, операцирен пушанчĕ, перчеткине хыврĕ, халатне хывса çакрĕ, çăвăнчĕ, çĕнĕ перчеткепе таса тумтир тăхăнчĕ те пирĕн сĕтел патне пычĕ. Пурин çине те пăхса илчĕ, нимĕн те каламарĕ, операци тума пуçларĕ. Кĕтмен çĕртен чĕрен сулахай енчи хутаççине касса илчĕ, юн кăларчĕ – кун пек тромб пур чухне тăваççĕ. Юн ман питпе халат çине сирпĕнчĕ, анчах эпĕ çухалса каймарăм, чĕре хутаççин суранне пÿрнесемпе хĕстерсе лартрăм, çипписене, çĕленĕçемĕн, вăл хăй тытса тăчĕ. Ĕç кал-кал пулса пычĕ. Операцие малтан палăртнă пек вĕçлерĕмĕр.
Тепĕр темиçе кунтан мана шефа илнĕ тухтăр пычĕ те: "Пĕлетĕр-и, – терĕ, – сирĕн пирки Федор Григорьевич мĕн каларĕ;" "Çук". "Григорьевран усси пулать, ĕçлĕр унпа". Стажировкăн иккĕмĕш çурринче эпĕ хам тĕллĕн темиçе оперци турăм. Академик сăмахĕсем мана хавхалантарчĕç. Виçĕ уйăх çакăн пек кардиохирург патĕнче хăнăхнăран эпĕ хама хам шанма пуçларăм, кардиохирург специальноçне алла илетĕпех тесе шутларăм.
Федор Григорьевич хăйĕн тухтăрĕсене çирĕп тытатчĕ, çав вăхăтрах ырă кăмăллă çынччĕ, кирек кампа та çăмăл чĕлхеллĕччĕ. Вăл пысăк культурăллă çынччĕ, çынлăх пурччĕ унра. Çÿллĕ марччĕ – 163-165 см. Хыткан пичĕ çинче пĕтĕм пурнăçĕ палăратчĕ. Хура куçĕ хăйпе калаçакана питĕ тимлĕ пăхатчĕ. Пĕчĕк курпунĕ тухса тăратчĕ. Таса та яка тумланса çÿретчĕ, çăмăллăн та хăвăрт утатчĕ. Хăй ĕмĕрĕнче пĕр черкке эрех те ĕçмен, нихăçан та туртман. Унăн клиникинче те никам та туртмастчĕ. Эпĕ унпа çывăх паллашнă чухне вăл 59 çултаччĕ, анчах та чылай çамрăкрах курăнатчĕ, сывлăхĕ çирĕпчĕ. Федор Григорьевич 1904 çулта Иркутск кĕпĕрнинче çуралнă. 100 çула çитсессĕн те хирург ĕçне пăрахман вăл. 104 çула çитесси икĕ уйăх юлсан куçне ĕмĕрлĕхех хупнă. Пурĕ 950 ăслăлăх ĕçĕ çырнă. Çав шутра 8 монографи. Вăл ертсе пынипе 18 доктор, 76 кандидат диссертацине хÿтĕленĕ. Вăл 10 кĕнеке пичетлесе кăларнă: "Сердце хирурга", "Человек среди людей", "Под белой мантией" тата ытти те. Тухнă кĕнекисен тиражĕ 6 миллион экземпляртан та иртнĕ. Вĕсене 16 чĕлхене куçарнă. 1994 çулта унăн ятне Гинесс рекорчĕсен кĕнекине кĕртнĕ.
Федор Григорьевич пĕтĕм Раççейри урă пурнăçшăн кĕрешекен союзăн председателĕ пулнă. "Эрех пирĕн халăха Хиросима çине пăрахнă бомбăран 12 хут ытларах сиен кÿрет", – тенĕ вăл пĕр докладра. – Алкоголь çынна вăхăтсăр ватăлтарать. Чи хăрушши – çыннăн пуç мими вилнĕ клеткăсен масарĕ пулса тăрать..."
Эпĕ Углов академик вĕрентнине ялан асра тытрăм. Ординатура хыççăн мана Хусанта ĕçлеме хăварас тесе питĕ тăрăшрĕç, анчах РСФСР сывлăх сыхлав министерствин приказĕ питĕ çирĕп. Унта пурне те вĕренме ăçтан ăсатнă – çавăнтах ĕçлеме тавăрма хушнăччĕ. Тăван республикăна таврăнтăм, мана Канаш хула больницине хирург пулса ĕçлеме ячĕç.
Эпĕ ĕçе тухсанах хирурги уйрăмĕн пуçлăхĕ А.З.Якимов черетлĕ отпуска кайрĕ, хăйĕн тивĕçĕсене тума мана хăварчĕ. Мана хамăн ĕмĕт канăçсăрлантарчĕ: эпĕ кунта, Канаш хула больницинче, чĕрепе чирлĕ çынна оперци тума тĕллев лартрăм. Больницăра тĕп врачăн ĕçĕсене тăвакан И.А.Дмитриевпа канашларăм. Вăл хирĕç пулмарĕ, мана операци тума ирĕк пачĕ. Шупашкарти медтехникăра çак тĕллевпе инструментсемпе хатĕрсем шыраса тупрăм. Хусанти клиникăра хирургсен бригадипе калаçса татăлтăм. Канаш больницинчи терапи уйрăмĕнче темиçе çул чĕре клапанĕ шыçăнса хĕсĕннипе тата сывлăш тухманнипе аптракан Наташа ятлă 23 çулти хĕре суйласа илтĕм. Вăл та, ашшĕ-амăшĕ те операци тума ирĕк пачĕç. 1963 çулхи сентябрĕн 14-мĕшĕнче тума палăртрăмăр. Канаш хула больницин хирурги уйрăмĕ те яваплă операцие тĕплĕн хатĕрленсе çитнĕччĕ. Çапах та пулас операци çинчен Сывлăх сыхлавĕн министерствин тĕп хирургне И.М.Кузнецова та хыпарлама шутларăм. Операциччен тата виçĕ кун юлнăччĕ.
Игнатий Максимович, эпĕ Канаш больницинче чĕрене операци тăвасси çинчен телефонпа илтсен, çиллессĕн хăтăрса тăкрĕ: "Эсир мĕн, ухмаха ертĕр-и! Çавнашкал кăткăс операцие Канашра тума шутланă! Эпир вĕсене Шупашкарта та тумастпăр! Эпĕ, республикăн тĕп хирургĕ пулнă май, операцие тума чаратăп!" Унтан вăл больницăн тĕп врачĕн ĕçĕсене пурнăçлакан И.Д.Дмитриев патне шăнкăравланă. Ăна та çак операцие тумашкăн чарма çирĕппĕн ыйтнă. Çакă манăнне те, хирурги уйрăмĕнчи çынсен кăмăлне те хуçрĕ. Эпĕ ăна итлемесĕр операци тума пултарайман, çапах та кунашкал операци тума манăн опыт та, юридици енен ирĕк те пулнă. Мĕн тумалла; Эпĕ чирлĕ хĕртен, унăн тăванĕсенчен, коллективран, Хусан тухтăрĕсенчен каçару ыйтрăм. Чирлĕ хĕре Чулхулари кардиоцентра ăсатрăмăр. Çапла вара кардиохирург пуласси манăн ĕмĕтре çеç юлчĕ.
Çавах та манăн чи пысăк ĕмĕт – Чăваш Енре кардиохирурги службине йĕркелесе ярасси – 1992 çулта пурнăçланчĕ. Ун чухне, сывлăх сыхлавĕн министрĕ пулнă май, республикăри кардиологи диспансерĕн никĕсĕ çинче кардиохирурги уйрăмĕ туса хума приказ кăлартăм. Çак приказпах кардиохирурги бригадине йĕркелерĕмĕр. Ăна эпир тÿрех Мускава, чĕрепе юн тымарĕсен хирургийĕн А.Н. Бакулев ячĕллĕ институтне, пĕлÿ пухма ăсатрăмăр. 1997 çулта Шупашкарти Гладков урамĕнче республикăри кардиологи диспансерĕн кардиохирурги корпусĕ ĕçе кĕчĕ. Хальхи вăхăтра чăваш кардиохирургĕсем юн çаврăнăшĕн искусствăлла аппарачĕпе усă курса чĕре клапанĕсене те улăштараççĕ. Ĕмĕтленнĕ ĕмĕтĕм тинех çитрĕ. Хамăн вĕрентекенĕмĕн шанăçне тÿрре кăларнишĕн савăнатăп.
Николай ГРИГОРЬЕВ,
Чăваш АССР тата РСФСР тава тивĕçлĕ врачĕ, Н.Я.Бичурин тата Çеçпĕл Мишши ячĕллĕ премисен лауреачĕ.