АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр-пĕрне пулăшни лайăх

05 июля 2013 г.

Ял çыннин куллен тем тĕрлĕ ĕç тумалла: кил-çурта тирпейлемелле, вутă-шанкă хатĕрлемелле (çут çанталăк газĕпе усă куратпăр пулин те пурпĕрех кирлĕ), пахча çимĕç лартса ÿстермелле, шыв кÿрсе килмелле тата ытти те.

Малти Тукай ялĕнче пурăнакан Вячеслав Вячеславович Романов 2-мĕш ушкăн инваличĕ. Асăннă ĕçсене тума ăна питех те йывăр. Çавăнпа та районти социаллă хÿтлĕх пайĕ кÿршĕ ялта пурăнакан, Тукайри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕнче ĕçлекен Тамара Семеновăна Вячеслав Вячеславовича пăхса тăма шаннă. Хунямăшĕ Елизавета Христофоровна кинне çак ĕçре куллен пулăшса пырать.

Нумаях пулмасть В.Романова вутă кÿрсе пачĕç, ăна çийĕнчех татса, çурса хучĕç. Хатĕр вутта сарайне кĕртсе хума ялти ачасенчен пулăшу ыйтрĕç. Ача-пăча хаваспах ĕçе пикенчĕ. "Пĕччен кукăль çиме, йышпа ĕç тума лайăх", – тесе ахальтен каламан ватăсем.

Ачасем тăрăшса ĕçленине, хăйне хаваспах пулăшнине курсан кил хуçин куçĕсем шывланчĕç. Вăл Çĕнĕ Чалкасси шкулĕнче вĕренекен Арина Никитинăна, Ангелина Михайловăна, Карина Федоровăна, Дима Семенова, Ваня Владимирова, Стас Борисова, Максим Тимофеева, Сергей Петрова, Сергейпе Кирилл Петрова чун-чĕререн тав турĕ, тăрăшса вĕренме сунчĕ.

Ялти ватăсене, сусăр çынсене пулăшма ÿркенес марччĕ. Вĕ-сенчен кашниех пирĕнтен пулăшу кĕтет. Пĕр-пĕрне пулăшасси ырă йăла пулса тăтăрччĕ.

Т.НИКИТИНА,

Çĕнĕ Чалкасси ял тăрăхĕн культурăпа библиотекăн аталану центрĕн ертÿçи.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика