АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йывăрлăхне сахал мар чăтнă

05 июля 2013 г.

 Июлĕн 6-мĕшĕ Ăвăс-пÿрт Кипеч ялĕнче пурăнакан А.Федотова çемйинче нумайлăха асра упранакан пулăмпа палăрĕ. Çак кун Анна Алексеевна 90 çулхи юбилейне паллă тăвĕ.

Унăн ачалăхĕ Çÿлти Вăрманьялта йышлă çемьере иртнĕ. Вунă ачаран çиччĕшĕ ÿснĕ. Çичĕ класс пĕтерсен Анна Канашри медицина училищине вĕренме кĕнĕ. 1943 çулта çар комиссариатĕнчен чĕнÿ хучĕ илнĕ. Ăна хĕрсен ушкăнĕпе Мускава ăсатнă. Унта телеграфистсемпе çыхăнуçăсем çеç хатĕрленĕ пирки Аннана каялла янă. Юнашар ялта çар аэродромĕ вырнаçнă. Çамрăк хĕр унта çĕрлесенче прожекторпа ларнă. Кăнтăрла Ăвăс-пÿрт Кипечри фельдшерпа акушер пунктĕнче чирлисене йышăннă.

1945 çулхи май уйăхĕнче вăрçа хутшăннă Гурий Федотова качча тухнă. Федотовсем виçĕ ача çуратса ÿстернĕ. Виççĕшне те аслă пĕлÿ панă. Упăшки çĕре кĕрсен Анна Алексеевнăна тата тепĕр инкек çапса хуçнă. Григорий ывăлĕ пĕлтĕр пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă. Валентинăпа Евгения хĕрĕсем, 6 мăнукĕ хисеплĕ ватăна пур енĕпе те пулăшма тăрăшаççĕ.

Анна Алексеевнăна юбилей ячĕпе саламлакансем хушшинче виçĕ кĕçĕн мăнукĕ те пур.

Л.ФИЛИППОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика