05 июля 2013 г.
Пĕчĕк ялсен кунне ирттересси йăлара тарăн тымар ячĕ. Акă ытлари кун Пукăртанра çавăн пек уяв ирттерчĕç. Ăна Янкăлч ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кротов уçрĕ. Салам сăмахĕ калакансем татах та пулчĕç.
Н.Дмитриева библиотекарь ял кун-çулĕпе паллаштарчĕ. Ветеринари участокĕнче ĕçлекен Г.Ивановăна юбилей ячĕпе ăшă сăмахсем каласа, чечек, парне парса ырлăх-сывлăх сунчĕç. Районти тĕп Культура çурчĕ çумĕнчи "Ăраскал" ансамбль илемлĕ юрă-кĕвĕпе ял çыннин кăмăлне çĕклерĕ. Тĕрлĕ курав, фотостенд хатĕрленĕ, вĕсемпе кашниех интересленсе паллашрĕ. Спорт мероприятийĕсем, хаваслă вăйăсем, конкурссем ирттерчĕç. Мала тухнисене парнесем парса хавхалантарчĕç. Ачасем батутсем çинче ярăнса савăнчĕç.
Ял кунĕ уяв дискотекипе вĕçленчĕ.
А.ВИТАЛЬЕВ.