АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Шыв тимсĕрлĕхе юратмасть

05 июля 2013 г.

Тунти кун район администрацийĕнче пайсемпе службăсен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе анлă канашлу иртрĕ.

Чи малтанах районпа хула прокурорĕн çумĕпе О.Васильевпа наркоконтроль управленийĕн вырăнти пайĕн начальникĕ В.Борисов сăмах илчĕç. Олег Валерьевичпа Василий Нугзарович "Вилĕме ăçта сутнине пĕлтер" акци еплерех иртнипе паллаштарчĕç. Операци июлĕн 18-мĕшĕччен пырать. О.Васильев ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çак ĕçе хастар хутшăнма, унта вырăнти общественноçа хастар яваçтарма чĕнсе каларĕ. Ялсенче хуçасăр çуртсен çĕр участокĕсене сăнамалла: унта наркотик туса илме май паракан ÿсен-тăран çитĕнмест-и; Ялсенче "Вилĕм ăçта сутнине пĕлтер" тесе çырнă почта ещĕкĕсем вырнаçтармалла, халăх наркоманипе çыхăннă тĕслĕхсем çинчен уççăн пĕлтерме шикленет пулсан аноним çыру çырса пĕлтертĕр.

В.Борисов илсе кăтартнă статистикăран çакă паллă пулчĕ: кăçалхи пилĕк уйăхра Канаш хулинче "наркомани" диагнозпа 62 çынна шута илнĕ, наркотикпа айкашакансем 192 çын. Районта ку тĕлĕшпе лару-тăру йĕркеллĕрех пулин те (4 наркоман учетра тăрать), лăпланса лармалла мар. "Халăхпа тăшăшах ăнлантару ĕçĕсем ирттермелле. Чылайăшĕ пахчара мăкăнь çитĕнтерме юраманнине пĕлмест те", – терĕç прокуратура ĕçченĕсем.

Кăçалхи çу 2010 çулхи евĕрлех. Шăрăх çанталăка пула пушар тухас хăрушлăх çав тери пысăк. Районти пушар хăрушсăрлăх службин пуçлăхĕ А.Шакин пĕлтернĕ тăрăх кăçал районта 26 пушар пулнă, вĕсенчен 25-шĕ çынсем пурăнакан вырăнта. Иртнĕ çул ку вăхăт тĕлне 19 пушар тухнă тĕслĕхе шута илнĕ пулнă. "Хĕрлĕ автан" ытлашшипех алхасни тÿрех курăнать. Вут-çулăмра 4 çын пурнăçĕ татăлнă. Вут тĕртнĕ 3 тĕслĕх пулнă. Хучел, Шелттем, Уçырма, Чакаç, Вăрăмпуç, Сиккасси, Пайкилт, Карăклă, Асхва, Çеçпĕл ял тăрăхĕсен территорийĕсенче пушарсен шучĕ нумайланнă. Вăрмасене пушар хăрушсăрлăхĕпе тивĕçтерес тĕллевпе июнĕн 28-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 18-мĕшĕччен унта транспорт хатĕрĕсемпе кĕме чарнă.

Шăрăх çанталăкра тепĕр тĕрлĕ инкек те çине-çинех пулать: çынсем шывра путса вилеççĕ. Июнь уйăхĕнче, сăмахран, республикăри кÿлĕсемпе пĕвесенче 11 çын путса вилнĕ, çак шутран тăххăрĕшĕ шыва кĕнĕ чухне ÿсĕр пулнă. Июнĕн 25-мĕшĕнче кăна виçĕ çын пурнăçĕ татăлнă: Шупашкар хулинче, Шупашкар районĕнче тата пирĕн районти Янкăлч ялĕнче.

Ишме пĕлмесĕрех шыва кĕни, путакана пулăшу пама пĕлменни, шывра асăрханусăр пулни, тарăн шыв хĕрринче ачасене хăйсене кăна хăварни инкек сăлтавĕсем пулса тăраççĕ те. Районти статистика хытах сисчĕвлентерет: 2009 çулта 3 çын путса вилнĕ пулсан 2010, 2011 çулсенче 10-шар çын пурнăçĕ сарăмсăр татăлнă, пĕлтĕр 9 çын пурнăçран уйрăлнă. Юлашки пилĕк çулта кăна шыв 34 çын пурнăçне илсе кайнă. Ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕн ĕçĕсене туса пыракан Н.Кочкина каланă тăрăх, ытларах чухне ишме пĕлекен çитĕннĕ çынсем путаççĕ. Уйрăмах – арçынсем. Пĕрремĕш сăлтав – ÿсĕрле шыва кĕни.

Çуллахи вăхăтра ял ача-пăчапа тулать. Асламăш-кукамăш патне канма килнĕскерсем çумра аслисем çуккипе хăйсене ирĕклĕ туяççĕ, пĕлмен вырăнта шыва кĕрсе инкек курса ларасси те часах. Çавăнпа шыв хĕрринчи ачасене аслисен асăрхаса тăмаллах.

Район больницин тĕп врачĕ Р.Федорова аслă ăрури çынсене диспансеризаци кăларасси çинчен калаçрĕ. Ку ĕçе тĕп больницăра кăна мар, пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕсенче, фельдшерпа акушер пункчĕсенче, клубсенче те йĕркелеççĕ. Медицина ĕçченĕсен бригади ялсене тухса çÿрет. 7398 çыннăн диспансеризаци тухмала пулсан ку вăхăт тĕлне 2087 çын хăйĕн сывлăхне тĕрĕслеттернĕ, 4295 çынна флюорографи тунă.

Канашлăва пĕтĕмлетсе район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов асăннă проблемăсемпе тивĕçлĕ мерăсем йышăнса вĕсене тĕплĕн пурнăçласа пыма ыйтрĕ. Кирек мĕнле ĕçе пуçăнсан та çын пурнăçне сыхласси тĕпре пулмалла. "Пушар, шыв çинчи хăрушсăрлăх ыйтăвĕсене ырана хăвармасăр паянах татса памалла. Сăмахпа каланине ĕçпе çирĕплетмелле", – терĕ Владислав Васильевич.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика