АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Правилăна пăхăнса утатпăр

03 июля 2013 г.

Çулсерен пирĕн çĕр-шывра аварисен шучĕ нумайланса пырать. Шел те, чылай чухне инкекре ачасен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлать. Çавăнпа та ку ыйту уйрăмах пысăк тимлĕхпе яваплăх ыйтать.

Çулсем çинче инкеке лекес марччĕ тесен ачасемпе пĕчĕклех çул-йĕр правилисене вĕреннин пĕлтерĕшĕ, усси питех те пысăк. Вĕсене урамра, çулпа пынă чухне хăйсене мĕнле тытмаллине каласа ăнлантармалла. Ачасене çул-йĕр правилисемпе паллаштарс ĕçе эпир хамăр садикра куллен туса пыратпăр.

Çул çинче аманассине профилактикăлас ĕçе эпир виçĕ енлĕ йĕркеленĕ: педагогсемпе, ачасемпе тата вĕсен ашшĕ-амăшĕпе. Воспитательсемпе вĕрентÿ занятийĕсем, анкета, консультацисем, выставкăсем, ăсталăх класĕсем, литература тишкерĕвĕсем, семинарсем, педагогика ăсталăхĕн конкурсĕсем ирттеретпĕр. Кашни ушкăнрах программăпа килĕшÿллĕн воспитательсем çул-йĕр хăрушсăрлăхĕн кĕтесне, методика вăййисемпе кăтарту хатĕрĕсем, ÿкерчĕклĕ материалсемпе ашшĕ-амă-шĕ валли сĕнÿсем хатĕрленĕ.

Ачасем çул-йĕр правилисене пĕлсе ÿсчĕр тесен ашшĕ-амăшĕпе воспитательсем çак ыйтупа пĕрле ĕçлени кирлĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕн пухăвĕсенче асăннă темăпа тăтăшах калаçатпăр, тĕл пулăва çул-йĕр инспекторĕсене те чĕнетпĕр. Вĕсем çул çинче харпăр хăйне мĕнле тытмаллине, правилăсене пăссан мĕнле яваплăх хунине тĕс-лĕхсемпе çирĕплетсе ăнлантараççĕ.

Ачасемпе çак правилăсене вăйă выляса вĕренетпĕр, ÿкерчĕксем ÿкеретпĕр, тематика эрнисем те пулаççĕ. ГИБДД постне экскурсие те кайса килетпĕр.

Çул çинче ĕçлекен полици сотрудникĕсене хамăр садика кашни çулах чĕнетпĕр. Вĕсем ачасемпе калаçусем, вăйă сехечĕсем ирттереççĕ. Çакăн пек мероприятисем ирттернин усси пуррине хамăр та пĕрре мар курса ĕненнĕ. Пирĕн садика кашни çулах çĕнĕ ачасем килеççĕ, вĕсене те аслăраххисене панă пĕ-лĕве памалла. Çавăнпа та çул-йĕр правилисене вĕрентесси пĕр татăлмасăр çулран-çул пырать. Пĕчĕкле илнĕ пĕлÿ ватăлсан та маннăçмасть. "Ачалла вĕренни чул çине, ватăлсан вĕренни çил çине" текен каларăшăн пĕлтерĕшĕ питех те витĕмлĕ пулнине туйса, ăнланса ĕçлетпĕр те.

А.ФЕДОРОВА,

Шăхасанти "Хĕлхем"

ача сачĕн аслă воспитателĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика