03 июля 2013 г.
Кайри Ăнтавăш ялĕнчи Г.Фомин 90 çулхи юбилейне паллă тунă. Геннадий Фомич Çĕрпÿ районĕнчи Паваркасси ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Шăпа ăна кÿршĕ яла, Кайри Ăнтавăша, илсе çитернĕ. Унта вăл арăмĕпе, Анастасия Федоровнăпа, пурăнать.
1942 çулхи пуш уйăхĕнче 18 çулхи Гена фронта кайнă. Вăл çыхăну ротине лекнĕ. Икĕ хутчен çăмăл аманнă: ураран тата пуçран. Японипе вăрçнă çĕре те хутшăннă. Тăван яла Фомин салтак 1947 çулта çуркунне таврăннă. "Яндоушский" совхозра ахаль рабочире, бригадирта, шоферта, кладовщикра, осеменаторта, ферма заведующийĕнче ĕçленĕ.
Фоминсем ывăлпа хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсем Шупашкарта пурăнаççĕ. Валентина заводра вăй хунă. Анатолий милицире ĕçленĕ, полковника çити ÿснĕ. Ашшĕн çулне хĕрĕ суйласа илнĕ. Фоминсен икĕ мăнук.
Ялти хисеплĕ ватта район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров, хула тата район çыннисене социаллă хÿтлĕх паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева çирĕп сывлăх, вăрăм ĕмĕр, канлĕ ватлăх суннă, Раççей Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă открыткине, асăнмалăх парне панă. Ялти артистсем юбиляр ячĕпе илемлĕ юрăсем шăрантарнă.
А.ТЯМИНА.