АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çÿреме, ÿкерме юратать

03 июля 2013 г.

 Олеся Игнатьеван ячĕ пирĕн хаçата тăтăш çырăнса илекенсемшĕн çĕнĕ ят мар. Çак пултаруллă хĕр-упраç Шуркасси вăтам шкулĕнче улттăмĕш класра вĕреннĕ чухне кĕске заметкăсем, сăвăсем, çул çÿревре тунă сăнавсем çырма пуçларĕ. Тачă çыхăну мĕн шкултан вĕренсе тухичченех татăлмарĕ. Редакцие килсе опытлă сотрудниксемпе калаçса материалсене мĕнле хатĕрлемеллипе те интересленетчĕ. Кăçал Олеся Чăваш патшалăх университечĕн журналистика факультетĕнче виççĕмĕш курс вĕренсе пĕтерчĕ. Кĕске тапхăртах вăл хăйĕн тĕрлĕ енлĕ пултарулăхне ыттисене кăтартма пултарни савăнтарать: спортра (армрестлинг) пысăк çитĕнÿсем тăвать, вĕренÿре малта, сăн ÿкерчĕксем тăвас тĕлĕшпе ăста. Виççĕмĕшне унăн кураври ĕçĕсем ĕнентерÿллĕн кăтартса параççĕ.

Каникул пулнипе усă курса хĕр çак кунсенче редакцие кĕрсе тухрĕ. Çывăх вăхăтрах Хусанта иртекен Пĕтĕм тĕнчери çамрăксен универсиадине волонтер пулса каяссине пĕлтерчĕ. Кунсăр пуçне унăн çулла Мускавра иртекен тĕнче шайĕнчи ăмăртăва çитмелле.

Тăрăшса вĕренме, çав вăхăтрах тренировкăсене çÿреме те, чун кăмăлланă ĕçе туса пыма хавхалану кирлĕ. О.Игнатьева кăçал хĕлле Çурçĕр Осетире пулса курнă. Çав çул çÿрев унăн чун-чĕре хавалне паян кун та çĕклентерсе тăни куç кĕрет. Мĕн тума кайнă вăл унта;

Хăй каланă тăрăх, Олесьăн Çурçĕр Осетине çитсе курас ĕмĕт ачаранах пулнă. Шкулта вĕреннĕ çулсенче осетинсен культурипе кăсăкланнă, унти çут çанталăк илĕртнĕ. Тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса çав тăрăхра пурăнакан юлташсем тупнă. Ку пĕрремĕш сăлтав пулчĕ пулсан, иккĕмĕшĕ – Олесьăн ашшĕ Владимир Трофимович Игнатьев хăйпе çар службинче пĕрле пулнă Виктор Бясов осетина шыраса тупнă. Салтакран таврăнни 27 çул иртсен В.Игнатьев "Одноклассники" сайтра хăйĕн "служакĕпе" çĕнĕрен çыхăну йĕркеленĕ. Кавказ тăрăхĕнче пурăнакансем хăнана йыхравланă. Январь пуçламăшĕнче хĕрĕпе ашшĕ тытнă та çула тухнă.

– Çĕнĕ çулăн пĕр-ремĕш кунĕнче, январĕн 1-мĕшĕнче, кайрăмăр. Çул çинче кайма-килме тăватă кун иртрĕ. Шăпах эпир çитнĕ кун, январĕн 2-мĕшĕнче, кукуруза вырса пĕтернĕ. Унта çак культурăна питĕ нумай лартса ÿстереççĕ. Эпир Дигора ятлă хулара пултăмăр, Бясовсем шăпах унта пурăнаççĕ. Хула халăхĕн йышĕ 10 пин çын ытла. Пирĕнни пек нумай хутлă çуртсем мар, кашни çемьен хăйĕн çурчĕ. Пÿрчĕсем питĕ пысăк лаптăк йышăнаççĕ. Çак Бясовсенех çурчĕ 9х27 метрлă терĕç. Унсăр пуçне кил карти, выльăх-чĕрлĕх нумай усраççĕ. Выльăхĕсем хĕлле те урамра çÿреççĕ. Юр çук вырăнта курăк çиеççĕ. Январь уйăхĕ – унти çанталăк пирĕн патри çуркунне пек.

Çурт умĕнченех ту хушшинчен юхса анакан тăп-тăрă шыв шăнкăртатса выртать. Питĕ сиплĕ шыв терĕç.

Пире питĕ ăшшăн, тахçантанпах пĕрле пурăннă çынсем пекех кĕтсе илчĕç. Хăнасене питĕ лайăх пăхаççĕ. Тулăх сĕтел хатĕрлерĕç. Сăмахпа сăнласа пама та çук пуль ăна.

Ачасемпе çамрăксем аслисене питĕ хисеплеççĕ. Сĕтел хушшине малтан çемьере чи асли вырнаçать. Ун хыççăн ыттисем. Эпир хăнара пулнă Бясовсен ашшĕ-амăшĕ 80 çултан иртнĕ. Вĕсем мĕн калаççĕ, çавна итлеççĕ. Кăмăлсăрланса хирĕç чĕннине курмарăм.

Осетири юлташсемпе Владикавказа кайса кил-тĕмĕр, спорт залĕнче пултăмăр. Çурçĕр Осетирен армспорт енĕпе те, кĕрешессипе те тĕнче чемпионĕ нумай тухнă. Эпир пынă чухне спортзалра арçынсем çеç тренировка ирттеретчĕç. Алă вăйĕ виçесси вĕсен наци спорчĕ шутланать. Залĕ питĕ пысăк, оборудовани, тĕрлĕ тренажер нумай. Канмалли кун пулин те çын нумайччĕ.

Тĕлĕнмелли, кăмăла çĕклекенни нумай пулчĕ Дигорăра. Дигори тăрăхĕ икĕ районтан тăрать: пĕри – Дигори, тепри – Ираф районĕ. Сăрт-тăвăн кашнин хăйĕн ячĕ пур. Тусем çине ятарласа кайрăмăр. Тĕлĕнмелле илемлĕ çут çанталăк...

Вăт çавăнта тунă сăн ÿкерчĕксенчен февраль уйăхĕнче "В ритме Осетии. Дигория" ятпа Чăваш патшалăх университетĕнче фотовыставка йĕркелерĕм. Вăл паян кун та ĕçлет. Сăн ÿкерчĕксемпе кăçал вĕренме кĕрекенсем те паллашма пултараççĕ.

Июль уйăхĕнче Бясовсен аслă хĕрĕ качча каять. Туя йыхравларĕç. Кайса курас кăмăлăм пысăк. Вĕсен халăхĕн туй йăли-йĕрки пирĕн тăрăхри пек мар, çавна курас килет. Аякри туссемпе сайтра кашни кунах çыру çыратпăр.

Пирĕн ентешĕн пултарулăхĕпе ăсталăхĕ малашне те ÿссех пырасса шансах тăратăп. Спорт журналистикине ытларах кăмăлланăран Олеся ку енĕпе те çитĕнÿ тăвасси иккĕлентермест.

И.ВЛАДИМИРОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика