АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕр ĕçе вĕçличчен тепри çитсе те тăрать

03 июля 2013 г.

Эрне кун "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхре ял хуçалăх предприятийĕсен тата фермер хуçалăхĕсен ертÿçисен семинар-канашлăвĕ иртрĕ. Çĕр ĕç специалисчĕсем асăннă хуçалăхăн тыр-пул тата выльăх апачĕ çитĕнтерекен уйĕсене çитсе курчĕç.

"Хучель" обществăн Канашри 16-мĕш ПУ çывăхĕнчи 85 гектар лаптăк çинче клевер ÿснĕ. Клеверăн, специалистсем каланă тăрăх, пĕр вырăнта икĕ çултан ытла ÿсмелле мар. Çак срокран иртсе кайсан пахалăхлă апат туса илес шанăç пĕтет, мĕншĕн тесен анана сăтăрçă çум курăксем пусса илеççĕ. Клевер анине халь сухаласа пăрахнă, ăна кĕрхи культурăсем акма хатĕрлеççĕ. Унччен вăл шăпах канса ĕлкĕрет. Тырă акса ÿстермелли агротехника мероприятийĕсем çинчен АПК организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕ В.Никоноров тата çак пайăн тĕп эксперт специалисчĕ В.Долгов тĕплĕн каласа ăнлантарчĕç.

– Юлашки çулсенче кĕрхисем нумай пĕтнĕрен вĕсене пĕр çул ÿсекен культурăсем хыççăн акни аванрах. Сухаланă-сухаламан акса хунин усси сахал. Сухаланă хыççăн çĕрĕн пĕр тапхăр канмалла, – терĕç вĕсем.

Кĕрхи тулă тата элитлă урпа анисем çинче тырра тĕрлĕ чир-чĕртен хÿтĕлемелли меслетсемпе мелсене сÿтсе яврĕç. Сенаж, çĕр хатĕрленипе те вырăна çитсе паллашрĕç.

Çав кун сенаж тума клевер выратчĕç. Клевер ани тап-таса та пĕр тикĕс. Унран пахалăхлă апат пулассине ветспециалистсем тÿрех палăртса хăварчĕç. "Хучелĕн" выльăх апачĕн саппасĕ кашни çулах пысăк, çавăнпа хĕл кунĕнче кама утă е сенаж кирлĕ, вĕсене тивĕçтерме пултарать.

Райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн эксперт специалисчĕ В.Долгов пĕлтернĕ тăрăх, кăçал районта нумай çул ÿсекен курăксене 5738 гектар çинче çулса илмелле, çав шутра ял хуçалăх организацийĕсенче – 3631 га, фермер хуçалăхĕсенче – 2107 га. Пĕр çул ÿсекен курăксем 1486 га йышăнаççĕ. Утă 3473 тонна янтăламалла, сенаж – 10108 тонна. Июнь уйăхĕн 28-мĕшĕ тĕлне районти пур хуçалăх та утçине тухнă. Нумай çул ÿсекеннисене 2723 га çулнă, 2131 т утă хатĕрленĕ, 1680 т сенаж хывнă. Çак ĕçе "Хучель" ОООра (130 т), "Нектар" (75), "Исток" (150), "Канаш" (150) ОООсенче, Д.Семенов (110), И.Лукианов (150) фермер хуçалăхĕсенче, "Урюм" (100) хуçалăхра уйрăмах лайăх йĕркеленĕ.

"Восход" (500 тонна), "Путь Ленина" (250), "Урюм" (230), "Сормовский" (300), Киров ячĕллĕ (350), "Хучель" (300) хуçалăхсенче сенаж хывассипе ĕçсем кал-кал пыраççĕ.

Выльăх апачĕ хатĕрленипе пĕрлех акса-лартса хăварнă культурăсене пăхса тăрасси те кулленхи тимлĕхре пулмалла. Кăçал çĕр улмине 370 гектар çинче лартса хăварнă. Кукуруза 65 га йышăнать. Хуçалăхсем ку вăхăт тĕлне çĕр улмипе кукурузăна пĕр хут шырса тухнă. Тур-пул анисене хурт-кăпшанкăран им-çамлас ĕç пырать.

Статкăтартусем тăрăх тĕш тырă 11266 гектар çинче çитĕнет, вĕсенчен 4676 га – çурхи тулă, урпа – 5356 га, сĕлĕ – 746 га, пăрçа тата пăрçа йышши культурăсем – 331 га. Çур акине 14233 гектар çинче ирттернĕ.

Çĕр ĕçченĕн пĕр канăç та çук. Пĕр ĕçне туса пĕтериччен тепри хăваласа çитет. Пĕр уйра утă хатĕрлемелле пулсан, тепринче çĕр сухаламалла. Выльăх-чĕрлĕх витисене хĕле юсаса çитермелле.

Кăçал, сăмахран, районта кĕрхисене 5820 га акса хăвармалла. Кăна валли 1320 тонна вăрлăх кирлĕ. Ака вăхăчĕ çитиччен вăрлăха лабораторире тĕрĕслесе унăн шăтаслăхĕн пахалăхне палăртмалла, вăрлăхăн документне хатĕрлемелле. Вырма вăхăчĕ те кунсерен çывхарса пырать, унччен вара складсене тасатмалла, пÿлмесене им-çамламалла. Уйри чир вăрлăхран аталанать, вăрлăх вара чир-чĕре складра тупать. Çавăнпа та ку ыйту çине çиелтен пăхмалла мар тесе чĕнсех каларĕ Россельхозцентрăн Канашри уйрăмĕн начальникĕ А.Денисов. Выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти станцин врачĕ Е.Клементьева витесене юсаса йĕркене кĕртмелли тата выльăх апачĕн пахалăхĕ пирки калаçрĕ. Витесенче хальхи вăхăтра ветстанци специалисчĕсем дезинфекци тăваççĕ. "Исток", "Восток", "Цивиль", В.Никонов фермер хуçалăхĕсенче ку ĕçсене туса ирттернĕ.

Вырăнти ĕç-хĕлпе "Хучель" обществăн ертÿçи В. Александров паллашарчĕ. Хуçалăхра пĕтĕмпе 17 çын ĕçлет. Вăтам ĕç укçи 15 пин тенкĕпе танлашать, механизаторсем 15 пин тенкĕ, водительсем 13 пин тенкĕ илеççĕ, культиватор çинче ĕçлекенсен вăтамран 18 пин тенке ларать. Кашни çул тенĕ пекех çĕнĕ техника туянаççĕ. Хуçалăхра тивĕçтерÿллĕ ĕç условийĕсем туса панă пулин те специалистсем çитменни йывăрлăх кÿрет.

Канашлура комбайнсене техтĕрĕслев витĕр кăларасси, тырă типĕтмелли агрегатсем хатĕрлесси, ĕç сыхлавĕпе техника хăрушсăрлăхĕ пирки те калаçу пулчĕ.

Семинара пĕтĕмлетсе райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов хуçалăх ертÿçисене çĕре регистрацилесе харпăрлăха илессипе активлăрах ĕçлеме, çĕнĕ технологисемпе тухăçлăрах усă курма, кĕрхисене ытларах лартса ÿстерме чĕнсе каларĕ.

И.АНДРЕЕВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика