28 июня 2013 г.
Çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче Йĕпреç поселокĕнчи "Спартак" стадионта Чăваш Республикин Пуçлăхĕн парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ "Спортпа туслă çемье" фестиваль иртнĕ. Унта 3 çынран (ашшĕ, амăшĕ тата вĕсен ачи) тăракан çемье командисем хутшăннă.
Пирĕн район чысне Павловсен (иккĕмĕш ушкăнра, ашшĕ, амăшĕ тата 10-12 çулти ывăлĕ) тата Ивановсен (ашшĕ, амăшĕ тата 10-12 çулти хĕрĕ) çемйисем хÿтĕленĕ. Владимир Николаевичпа Алина Евстафьевна тата Сергей 5 ăмăртуран тăваттăшĕнче призлă вырăн йышăннă: дартспа – пĕрремĕш, урамри баскетболпа – иккĕмĕш, эстафетăра – виççĕмĕш, командăн кашни членĕ уйрăм тестпа – виççĕмĕш. Ишессипе тăваттăмĕш кăтарту тунă. Павловсем командăсем хушшинче мала тухнă. Канашра пурăнакан Михайловсен çемйи командăсем хушшинче иккĕмĕш вырăн йышăннă. Николаевсен çемйи те питĕ лайăх ăмăртнă.
Атнашри Инна Юрьевна, Оля, Александр Николаевич Ивановсем 30 çемье хушшинче пиллĕкмĕш пулнă. Ку, паллах, пысăк çитĕнÿ.
А.ВИТАЛЬЕВ.