28 июня 2013 г.
Çĕнĕ Ахпÿрт ялĕнчи ултă ачаллă çемьере çитĕннĕ Ульха çумне пĕчĕк чухнех ĕç куршанак евĕр çыпçăннă. Тĕрĕссипе тăххăрăн пулнă-ха вĕсем, йывăр чире пула виççĕшĕ çулталăкран ытла пурăнайман. Ульха асли пулнă май кĕçĕннисене пăхасси ун çине тиеннĕ. Хăйĕнчен аслăраххисемпе пĕрле тырă вырнă, авăн çапнă, курăк çулнă, çип арланă, пир тĕртнĕ, чăлха-алсиш çыхнă. Нимĕнле ĕç те уншăн ют пулман.
Ольга Васильева каланă тăрăх, унăн ашшĕ Василий Осипович вăрăм ĕмĕрлĕ пулнă. Унăн пурнăçĕ 102 çула çитиччен тăсăлнă. Ватлăха пăхмасăр вăрмантан çĕклемпе вут-шанкă йăтса килнĕ, Канаша çуран кайса килме те ÿркенсе тăман. Унăн арăмĕ çитмĕле пуссан пурнăçран уйрăлнă. "Эпĕ аттене пăхнă пулас. Тÿсĕмлĕ, хастар, тен, çавăнпа та пулĕ çак тарана çитиччен пурăнатăп", – теме юратать ялта çулĕпе чи аслă хĕрарăм. Ялта çеç-и, республикăра та 100 çула çитнисене е иртсе кайнисене шутлама алăсенчи пÿрнесем те çитеççĕ пулĕ ахăртнех.
Вăрăм ĕмĕрлĕ пуласси, 100 çулхи менелникне çывăх çыннисемпе уяв сĕтелĕ хушшинче паллă тăвасси çинчен вăй питти чухне ĕмĕтленме те пултарайман. Тĕрĕссипе каласан, кун пирки пуçа та ватман. "Упăшкам çамрăклăхне вăрçă туртса илнĕ. Революци вăхăтĕнче алла пăшал тытнă, граждан, финн вăрçисене хутшăннă", – тенине Ольга Васильевнăран тăтăшах илтме пулнă. 1942 çулта Н.Осипов каллех çар тумĕ тухăннă. Хаяр вăрçă вĕçленичченех саперсен ротинче пулнă. Тăван яла икĕ ачапа юлнă арăмĕ патне 1946 çулта сывлăх енчен самаях хавшаса таврăннă.
Ольга Васильевнăн виçĕ шăллĕ Алексей, Андрей тата Петĕр Тăван çĕршыва ирсĕр тăшмансенчен хÿтĕлекенсен ретне тăнă. Иккĕшĕ каялла тĕрĕс-тĕкел çаврăнса килнĕ, аманман. Алексей хаяр çапăçусенчен пĕринчен куçĕсене яланлăхах хупнă. Ульхана та çăмăл пулман. Колхоз ĕçĕсенчен пĕр кун та юлман. Икĕ хĕрне, суккăр пăянамăшне пăхнă. Ялти тăхăр хĕрарăма "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи вăхăтĕнче хастар ĕçленĕшĕн" медальпе наградăланă. Вĕсенчен пĕри канăçсăр чĕреллĕ, ывăна пĕлмен Ульха пулнă.
- Манăн анне те, атте те шкулта вĕренмен. 1934 çулта ялта çичĕ çул вĕренмелли шкул уçнă. Анне унта техничкăна вырнаçнă. Иккĕн тасатса-тирпейлесе тăнă. Унсăр пуçне çанталăк сивĕтсен кăмака хутса çурта ăшăтнă. Ачасем валли апат пĕçернĕ. Ун чухнехи шкул директорĕ Михаил Никифорович аннене алфавитпа паллаштарнă. Вĕрентекен мĕн каланине вăл хăвăрт ăнкарса илнĕ, сас паллисене вăрăмлатса каланипе сăмах пулса тăрсан еплерех хĕпĕртесе ÿкнĕ. Атте салткра хутла вĕреннĕ, – терĕ Ольга Васильевнăн вăталăх хĕрĕ Римма Николаевна.
Николай Осиповича Шаккăл тăрăхĕнче ватти-вĕтти хисепленĕ. Вăрçăран таврăнсан ăна "Искра" колхоза ертсе пыма шаннă. Каярахпа ялпора, ферма заведующийĕнче тăрăшнă. Ольга Васильевна ĕмĕ-рĕпех колхозра вăй хунă. "Ĕç ветеранĕ" ята тивĕçнĕ. Мăшăрĕпе иккĕшĕ халăха юрăхлă виçĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Лида качча тухса Курган облаçĕнче тымар янă. Римма Шаккăлтах юлнă, педагогика ветеранĕ. Людмилăн пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.
Ольга Васильевна хăйне ĕçлеме вĕрентсе хăварнă амăшне чĕререн тав тăвать. Нихăçан та сĕтел çинче çимелли çук тесе ларман. Ĕç тĕлне пĕлекен хăйне тивĕçлĕ пурнăç тăватех. Çак сăмахсене ун пиркиех каланă тейĕн. Савăнăçĕ те, хуйхи те сахал мар пулнă унăн пурнăçĕнче. Кун çути панă икĕ хĕрĕ, 9 мăнукĕ, вĕсен 11 ачи çывăх çыннин шăпине çăмăллатма тăрăшаççĕ, ăна пулăшсах тăраççĕ. Ольга Васильевна хăй те пурнăçа юратакан çын, çавăнпах та пулĕ ĕмĕрĕ те вăрăм килчĕ ахăр. Ватлăх кунĕсене ачисен, мăнукĕсен, кĕçĕн мăнукĕсен, чи кĕçĕн мăнукĕсен (вĕсем вара унăн улттăн) хушшинче ирттерни, вĕсен ăшшине туйни Ульха кинемейшĕн иксĕлми телей. Çавăнпа та ăна пурнăçĕ те савнăн туйăнать. Нуша мĕнне питĕ лайăх пĕлекен патне Турă амăшĕн курки туллин çаврăнса çитнĕ. Ольга Васильевнăна Канаш хулинче пĕр пÿлĕмлĕ хваттер уйăрса панă. Халĕ унта юсав ĕçĕсем пыраççĕ.
Июлĕн 1-мĕшĕнче вунă теçетке тултаракан хисеплĕ ветеран хăйĕн Римма ятлă хĕрĕн çемйинче канлĕ пурăнать. "Татах килсе çÿрĕр", - тет вăл кашни килене пуç тайса. Çывăх çыннисен, тăванĕсен, тусĕсен, ăна хисеплекенсен, ыр сунакансен Ольга Васильевнăн халăх йăлипе ăшпиллĕн чĕннĕ сăмахĕсене тÿрре кăларма тиветех пуль. Июлĕн 6-мĕшĕнче, шăматкун, вăл пурне те хăйĕн 100 çулхи юбилейне паллă тума чун-чĕререн йыхравлать.
В.АЧЧА.