АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Сиккассисен "Саламĕ" Оренбурга çитнĕ

28 июня 2013 г.

   Оренбург хулинче эрнене яхăн Пĕтĕм Раççейри "Тăван ялăм юрлать" фестиваль-конкурс янăранă. Чăваш Ен чысне Сиккасси ял тăрăхĕн "Салам" вокал ансамблĕ хÿтĕленĕ. Унăн йышĕнче – Ирина Андреева, Алексей Мурзуков, Вячеслав Шпаков, Ольга Кузьмина, Алиса Сергеева. Пултарулăх коллективне Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Роза Шоркина ертсе пырать. Фестивале Раççей регионĕсенчи халăх хорĕсем, юрă-ташă, вокал ансамблĕсем, фольклор ушкăнĕсем хутшăннă. Коллективсен пултарулăхне профессионалсем тата компетентлă жюри хак панă. "Салам" ансамбль вĕсен умне "Тăрна", "Уй варринче", "Тÿттĕл" чăваш халăх юррисемпе тата Филипп Лукин Аркадий Эсхель сăввипе кĕвĕленĕ "Вăйă юррипе" тухнă. Сиккассисен юрлас ăсталăхĕ тÿресене те, куракансене те питĕ килĕшнĕ. Пирĕн ентешсем конкурс программисĕр пуçне Оренбург облаçĕнчи районсенче темиçе концерт кăтартнă. Пур çĕрте те вĕсене хапăлласа йышăннă. "Салам" фестивалĕн "Вокал ансамблĕсем" номинацийĕнче иккĕмĕш степеньлĕ диплома тивĕçнĕ. Унăн çул çÿревĕ çак коллектив аталанăвăн тĕрĕс çулĕпе утнине çирĕплетсе панă. А.ВИТАЛЬЕВ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика