26 июня 2013 г.
Кирек хăш транспорт хатĕрĕ те хăрушлăх кÿме пултарать. Чукун çул урлă каçмалли вырăнта локомотив çулне пÿлме хăтлантăр пулсан, инкек калăпăшĕ ытла та пысăк пуласси пĕрре те иккĕлентермест.
Чукун çул çинче аварисене сирсе ярас тĕллевпе ГИБДД сотрудникĕсем РЖД акционерлă уçă пĕрлĕхĕн ĕçченĕсемпе пĕрле профилактика рейчĕсем йĕркелесе ирттереççĕ.
Кăçал нарăс уйăхĕнче пирĕн районта чукун çул урлă каçмалли вырăнта пĕр автоинкек пулса иртнĕ. Водитель светофорăн чарма хистекен çути çине кĕрсе кайнă та, каçса ĕлкĕреймен... Аманса пĕтнĕскерне медпулăшу кирлĕ пулнă.
Профилактика рейчĕсем çакна уçăмлăн кăтартаççĕ: водительсем чукун çул урлă каçмалли вырăнта çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнасшăнах мар. Пилĕк уйăхра полици ĕçченĕсем светофорăн хĕрлĕ çути çине каçса кайнă 4 водителе тытса чарнă.
Пирĕн районта чукун çул урлă каçмалли ятарлă 11 вырăн пур. Кăрлач-çу уйăхĕсенче вĕсем çинче йĕркене пăснă 92 тĕслĕхе тупса палăртнă. Профилактика тĕлĕшпе çĕртме уйăхĕн 21-мĕшĕнче районта черетлĕ рейд йĕркелесе ирттернĕ.
Д.ГУСЕВ,
РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.