АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан сÿнтĕрччĕ пирĕн "Вучах"

26 июня 2013 г.

 2012 çул вĕçĕнче йĕркеленчĕ ку коллектив. Ăна пуçараканĕ – М.Данилова – районти ветерансен совечĕн председателĕ. Хăй нумай çул районти культура пайĕн заведующийĕ пулса ĕçлени те, ку енĕпе аслă пĕлÿ илни те, ĕç ветеранĕсен ыйтăвне тивĕçтерес кăмăл-туйăмĕ те хистерĕ пуль ăна çак ырă ĕçе пуçарса яма. Пирĕн шухăша администраци пуçлăхĕ В.Софронов та ырларĕ. Ырларĕ çеç мар, вăл пире пулăшса пычĕ. Пирĕн концертсенче пĕрре мар пулса ăшă сăмахпа хавхалантарчĕ.

Пурнăçра кашнинех хăйĕн хуйхи-суйхи, инкек-синкекĕ те тупăнсах пыраççĕ. Ялти çынсен ĕçĕ те нумай: сад-пахча, выльăх-чĕрлĕх. Канаша час-час килсе кайма укçи-тенки те нумай кирлĕ. Çак йывăрлăхсене пăхмасăрах пирĕн ветерансем хор репетицийĕсене пĕр сиктермесĕр çÿреме тăрăшаççĕ.

"Эпĕ çакăнта уява килнĕ пек килетĕп, вĕçĕмсĕр кĕтетĕп кĕçнерни куна", – тет Ольга Ивановна, Вăрман Енĕш ялĕнче медицина ĕçченĕ пулса тăрăшнăскер. Унăн сасси вăйлă та янăравлă. Çулĕсем сахалах мар пулин те Пайкилт шкулĕнче учитель пулса ĕçленĕ П.Н.Николаев занятисене пĕр сиктермесĕр çÿрет, вăл мандолинăпа калать. Унпа пĕрле В.Алексеев, М.Иванов музыкантсем Çĕнĕ Мами ялĕнчен çÿреççĕ, пире савăнтараççĕ. Уçырма ялĕнчи В.Махминовăпа нумай çул хушши ял Совет председателĕ пулса ĕçленĕ Р.Борисова, Мăкăрпа Чакаç ялĕсенче çуралса ÿснĕ А.Черновăпа Г.Иванова солистсем хăйсен уçă сассисемпе пире те, куракансене те савăнтараççĕ. Пирĕн хушăра ял хуçалăх специалисчĕсем, учительсем, культура ĕçченĕсем тата ыттисем те пур.

Районти нумай ялта пулнă эпир. Хора ертсе пыраканĕ – Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ В.Г.Стеклов. Пирĕнпе ĕçлеме ăна çăмăлах мар пулин те вăл яланах кăмăллă, хаваслă. Эпир ăна хисеплетпĕр.

Кăçал пире çĕнĕ кĕпесем çĕлесе пачĕç. Укçа-тенкĕ енчен йывăртарах пулсан та район администрацийĕ, культура пайĕ пирĕн ыйтăва пурнăçлама май тупрĕ.

Июнĕн 8-мĕшĕнче районти акатуйра юрларăмăр, çынсене куртăмăр, хамăра кăтартрăмăр.

Шухăшсем пысăк пирĕн. Хамăр хушша çĕнĕ çынсене явăçтарсан, çĕнĕ юрăсем вĕренсе "Сÿнми вучах" хорăн ятне çÿле çĕклесчĕ.Вучахăн сÿнмелле мар, унăн пурнăçа малалла тăсса пымалла, вăл – чун ăшши, кил-çурт ăшши.

Хора çÿрекен ветерансем

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика