АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çеçпĕлшĕн çывăх вырăнсенче

26 июня 2013 г.

  Çĕртме уйăхĕн 15-мĕшĕнче пирĕн ентешĕмĕр, кăвар чĕреллĕ поэтăмăр Çеçпĕл Мишши вилнĕренпе 91 çул çитрĕ. Ăна Украинăра та манмаççĕ. Унтан республикăна делегаци килчĕ. Пирĕн районта Чернигово облаçĕнчи Остер хула канашĕн председателĕ Василий Западня, Украинăри чăваш обществин канашĕн председателĕ Надежда Лисовая, обществăн Чернигово облаçĕнчи уйрăмĕн ертÿçи Георгий Трофимов, Юрий Половецкий поэт, композитор тата юрăç, Симферопольти чăваш диспорин председателĕ Ольга Моисенко пулчĕç. Вĕсемпе пĕрле – "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кипеч, ентешлĕх членĕсем Лидия Филиппова, Николай Викторов.

Чи малтан вĕсем район тата хула администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе Владислав Софроновпа Людмила Ивановăпа тĕл пулчĕç. Канаш хулипе районĕн тата Остер хулин администрацийĕсем пĕр-пĕринпе туслă çыхăну тытас енĕпе хатĕрленĕ килĕшÿ çине алă пусрĕç. Çакăн хыççăн Шăхасана çул тытрĕç. Поэт вĕреннĕ шкул картишĕнчи Çеçпĕл Мишшин палăкĕ умне чечек çыххисем хучĕç. Асăнупа хурлану кунне халалланă митинга хутшăнчĕç, сăмах каларĕç.

Çеçпĕл ялĕнчи мемориал компексĕнче хăнасене Шăхасан тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем Владимир Руссковпа Светлана Иванова, шкул директорĕ Александр Петров, вĕрентекенсем, шкул ачисем, ял çыннисем кĕтсе илчĕç. Делегаци Çеçпĕл музейĕпе, мухтавлă ентешĕмĕрпе çыхăннă вырăнсемпе паллашрĕ, культура çуртĕнче вырăнти халăхпа тĕл пулчĕ, "Ăраскал" тата "Шĕкĕр" ансамбльсен концертне пăхрĕ. Надежда Лисовая Украина поэчĕн Т.Г.Шевченкон "Заповедь" сăввине украинла, вырăсла тата чăвашла вуларĕ. Юрий Половецкий гитара каласа чăваш юррисене юрларĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика