26 июня 2013 г.
(РАЙОН АДМИНИСТРАЦИЙĔ АКАТУЙРА ТУНĂ ДОКЛАДРАН)
Районта ял хуçалăх организацийĕсем 30, хресчен (фермер) хуçалăхĕсем 61, харпăй хăй хушма хуçалăхĕсем 17440. Иртнĕ çул хуçалăхсен пĕтĕм категорийĕсенче туса илнĕ продуктсен пĕтĕмĕшле калăпăшĕ 1 миллиард та 662 миллион тенкĕлĕх. Ÿсен-тăран ĕçĕнче тата выльăх-чĕрлĕх ĕрчетессинче çак хуçалăхсем пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ: Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ, "Канаш", "Цивиль", "Хучель", "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Э.Шамуков, В.Никонов, А.Владимиров, В.Малов, Д.Семенов, И.Лукиянов, О.Шпаков хресчен (фермер) хуçалăхĕсем.
Кăçал агроромышленность комплексĕн предприятийĕсем çурхи уй-хир ĕçĕсене лайăх вăхăтра пурнăçларĕç. Хуçалăхсем вăрлăх пахалăхĕ çине тимлĕх уйăрни савăнтарать. Акнă тырăн 11 проценчĕ элит вăрлăх, кондицие лартнисем 90 процент. Çур акине вăхăтра тата пахалăхпа "Хуель", "Агат", "Нектар", "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем, Киров ячĕллĕ, "Путь Ленина" ял хуçалăх кооперативĕсем, А.Романов, И.Лукиянов, В.Малов, А.Владимиров хресчен (фермер) хуçалăхĕсем вĕçлерĕç.
Çурхи пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсем 11309, пĕр çул ÿсекен курăксем 1121, нумай çул ÿсекеннисем 254, çĕр улми 381, пача çимĕç 12 гектар йышăнаççĕ. Вĕсем пурте парка ÿсеççĕ. Çурхи уй-хир ĕçĕсене пĕтĕмлетсе ял хуçалăх организацийĕсенче тата хресчен (фермер) хуçалăхĕсенче акнă тырăсен хирĕсене тĕрĕсленĕ. Ял хуçалăх организацийĕсем хушшинче малти виçĕ вырăна "Цивиль", "Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем тата Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕ йышăннă. Хресчен (фермер) хуçалăхĕсем хушшинче чи пысăк балл В.Герасимов хуçалăхĕ илнĕ, иккĕмĕшпе виççĕмĕш кăтартусем – Э.Шамуков тата И.Лукияновпа Д.Семенов хуçалăхĕсен.
Çавăн пекех "Путь Ленина" ял хуçалăх производство кооперативĕн, "Агат", "Восход", "Агорфирма "Ямашевская", "Агрофирма "Канмаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен, В.Малов, А.Владимиров, В.Никонов тата А.Павлов хресчен (фермер) хуçалăхĕсен тырă уйĕсене аван хак панă. Çакă, паллах, асăннă хуçалăхсене ертсе пыракансен, çĕр çыннисен, специалистсен хастар ĕçĕсен кăтартăвĕ. Çурхи ĕçсенче механизаторсен тÿпи пысăк. Вĕсем техникăна тĕплĕн хатĕрленĕ. Уйрăмах Юрипе Сергей Алексеевсем ("Хучель" тулли мар яваплă пĕрлĕх), П.Павловпа А.Порфирьев ("Цивиль"), О.Афанасьевпа Г.Копейкин ("Агат"), С.Волков, О.Артизановпа А.Иванов (Киров ячĕллĕ ЯХПК), В.Никитин ("Путь Ленина" ЯХПК) тата ыттисем мухтава тивĕç.
Çĕр улми речĕсен хушшисене кăпкалатнă. Выльăх апачĕ хатĕрлес ĕçсем вăй илсе пыраççĕ. Вырмана хутшăнакан техникăна юсаççĕ, тăпра пулăхлăхне пуянлатас енĕпе ĕçлеççĕ, выльăх-чĕрлĕх витисене юсама пуçăнмалла. Пушă выртакан çĕрсене пусă çаврăнăшне кĕртес енĕпе малалла ĕçлемелле.
Хуçалăхсенче выльăх-чĕрлĕх отраслĕ çине те пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Оперативлă даннăйсем тăрăх кăçалхи пилĕк уйăхра 183,6 тонна аш-какай туса илнĕ. Çакă пĕлтĕрхинчен 4,3 процент нумайрах. Сĕт 2222,2 тонна хатĕрленĕ. Кашни ĕне вăтамран 1799 килограмм антарнă. Хальхи вăхăтра пĕр ĕнен талăкри вăтам сăвăмĕ 14,5 килограмм шутланать. Ку енĕпе кăтартусем уйрăмах Киров ячĕллĕ ял хуçалăх коооперативĕн (талăкра 19 килограмм), "Цивиль" тата "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен (14-15 килограмм) аван.
Мăйракаллă шултра выльăхсене самăртас енĕпе Киров ячĕллĕ ЯХПК тата "Канаш", "Нектар" тулли мар яваплă пĕрлĕхсем лайăх ĕçленине палăртса хăвармалла. "Канаш" хуçалăх ăратлă 60 пăру туяннă.
2012 çулта 37,2 пин тăваткăл метр пурăнмалли çуртсем хута янă. "Граждансене авариллĕ çуртсенчен куçарасси" программăпа килĕшÿллĕн Сиккассинче 6 хваттерлĕ, Ямăрсара 16 хваттерлĕ çуртсем туса пĕтернĕ. Кăçал çак программăна тĕпе хурса Шăхасанта 24 çемьене çĕнĕ хваттерсене куçарма палăртнă.
Тăлăх ачасен, ялта пурăнакан çамрăк çемьесемпе специалистсен, вăрçă ветеранĕсен тата салтак арăмĕсен пурнăç условийĕсене лайăхлатас енĕпе сахал мар ĕç тунă.
Район администрацийĕ, унăн структурăллă подразделенийĕсем, предприятисем, организацисем, учрежденисем районăн 2020 çулхи социаллă пурнăçпа экономика аталанăвĕн Программи çирĕплетнĕ чикĕсене çĕнсе илес енĕпе ĕçлеççĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ кĕскетсе хатĕрленĕ.