21 июня 2013 г.
Çĕртме уйăхĕн 22-мĕшĕ. Фашистла Германи пирĕн çĕршыва вăрă-хурахла тапăннă хăрушă кун. Малтанхи кунтанах хаяр та тискер вăрçă çулăмĕ сарăлса пынă. Тăшман вăйлă пулнă, çĕршыв умне калама çук пысăк хăрушлăх тухса тăнă. Фашистсем хуласемпе ялсене ним шелсĕр çунтарса аркатнă, ĕçлеме пултаракансене чуралăха илсе кайнă. Мирлĕ халăха вăрçă тамăкĕнчен май пур таран çăлса хăварас тесе правительствăн кирлĕ мерăсем йышăнмалла пулнă, эвакуаци йĕркипе тыла ăсатма йĕркеленĕ. Кĕске вăхăтра пирĕн районта çапăçусем пыракан вырăнсенчен килнĕ çынсен шучĕ 1041 çынна çитнĕ. Вĕсем Украина, Белорусси, Карели, Латви, Литва, Эстони рспубликисемпе Мускав, Ленинград, Смоленск, Орел, Тула хулисемпе облаçĕсенчен ытларах килнĕ.
Йăлмачча ялĕнче 49 çын пурăннă. Вĕсен хушшинче вырăссем, белоруссем, украинецсем, латышсем пулнă. Çул çине хăйсемпе пĕрле нумай япала илсе килеймен вĕсем. Ял çыннисем вĕсене хĕрхеннĕ, ăшшăн кĕтсе илнĕ хăйсем патне кĕртнĕ. Ялти пушă пÿртсене, пĕччен пурăнакансем хăйсемпе пĕрле пурăнма йышăннă. Урамра сивĕ хĕл пуçланнă. Пушă пÿртсене васкавлă юсаса, вут-шанкăпа тивĕçтерсе, тăхăнмалли ăшă тумтирсем вăхăтра тупса панă. Ку енĕпе ял Совечĕпе колхоз ертÿçисем нумай вăй хунă. Апат-çимĕçпе пысăк пулăшу кÿнĕ, вĕсен пурнăçĕпе куллен кăсăкланнă.
Иван Таланцевăн ултă кĕтеслĕ пысăк пÿрт пулнă, унта Мускавран килнĕ икĕ хĕрарăмпа икĕ арçын пурăннă. Вĕсем хулара çуралса ÿснĕ май çăкăр мĕнле ÿснине те пĕлмен. Çавна май кашни кун ирпе каç тырă пуссине тухса тырă пучахĕсем тулса пиçнине сăнанă. Эпĕ уй хĕрринче пурăннă май, ун чухне пĕчĕк ача пулнă, вĕсене ялан кураттăм. Хулара çуралса ÿснĕ çынсене çав асамлă пулăм питĕ кăсăклă пулнă ĕнтĕ.
Валентина Матвеевна çуртĕнче арçынсем ытларах пурăннă. Вĕсем атă-пушмак юсанă, çăматă тĕпленĕ, витре-курка ăсталанă. Ачасем валли юмах кĕнекисем сутнă.
Такаçсен Ваçилин пысăк пÿртĕнче те тепĕр ушкăн, ытларах хĕрарăмсем, Украинăран килнисем. Вĕсенчен пĕр хĕрарăмĕ чирлесе вилнĕ, ăна ял масарне пытарнă.
Агафия Клементьевăпа Чĕрни Йăван арăмĕ те вăрçă асапĕнчен тарса килнĕ тĕрлĕ халăх çыннисене тăвансем пекех ăшшăн йышăннă. Дария Прокопьева килĕнче Иваново облаçĕнчен килнĕ пĕр çамрăк хĕр пĕччнех пурăннă. Чылай вăхăт хушши колхозра повар пулса ĕçленĕ. Ялти çамрăк каччăпа П.Волковпа мăшăрланса хăйĕн телейне тупнă вăл. Чăвашла калаçма вĕреннĕ. Кайран Вăрнар районĕнчи Рунга ялне куçса кайнă.
Ф.Матвеев, И.Козарев, А.Терентьев, И.Федоровăпа ытти çынсем патĕнче те пурăннă эвакуаципе килнисем. Вĕсене ял-йыш яланах ăшă кăмăлпа йышăннă, пулăшнă. Каярах вĕсем колхоз ĕçне хутшăнса нумай пулăшнă. Ял çыннисем вĕсене хисепленĕ. Ял çыннисемпе туслăх çирĕпленнĕ пулин те чун-чĕре тăван тăрăхаллах туртнă. Вăрçă кĕрлевĕ аяккалла куçнă май вĕсен тăван вырăна таврăнас шанчăк çирĕпленнĕ. Мухтавлă Хĕрлĕ çар фашистсене хамăр çĕршывран хăваласа янă май эвакуацире пулнă çынсем йăлмаччасемпе сыв пуллашса уйрăлнă. Çав иртнĕ вăхăтсем нихăçан та асран каймаççĕ.
М.ВАСИЛЬЕВ.