АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çулсем çинче лăпкă мар

21 июня 2013 г.

 Çĕртме уйăхĕн 4-мĕшĕнче çурçĕр тĕлнелле "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул çинче çăмăл автомашина 1960 çулта çуралнă арçынна çапса хăварнă. Çуран çын, Тутар Республикинче пурăнаканскер, çул хĕррипе Канаш хули еннелле утса пынă пулнă, вăл ÿсĕр пулнине палăртнă. Аманса пĕтнĕскере больницăна ăсатнă. Тĕпчев пырать.

Çав кунах ирхине пилĕк сехет иртсен Маяк ялĕнче тепĕр автоинкек пулса иртнĕ. Канаш хулинче пурăнакан водителĕн автомашини хыçалалла куçса кайнипе çын тимĕр хапха çумне хĕсĕннĕ. Ăна та больницăна ăсатнă, тĕпчев пырать.

Çĕртме уйăхĕн 16-мĕшĕнче ирхине тăхăр сехет иртсен Вăтапуç ялĕнчен ВАЗ-2106 автомашина Çатăрка-Çырми ялĕ еннелле çула тухнă, анчах та Кайăкьял çывăхĕнче кювета чăмнă та çаврăнса ÿкнĕ. Машина рульне водитель удостоверенийĕ пулман çын тытса пынă, автоинкекре водитель тата малти ларкăч çинче ларса пыракан пассажир больницăна лекнĕ, салонра хыçалта ларса пынă пассажир вырăнтах вилсе кайнă. Тĕпчев пырать.

Çав кунах ирхине виçĕ сехет тĕлнелле "Çĕрпÿ-Ульяновск" автоçул енчен Аччаналла кайма тухнă ВАЗ-2112 Çĕнĕ Мами ялĕ çывăхĕнче кювета чăмнă, унтан элетричетво юпи çине пырса çапăннă. Водитель, маларах унăн правине туртса илнĕ пулнă, вырăнтах вилсе кайнă. Тĕпчев пырать.

Д.ГУСЕВ,

РФ ШĔМĕн районти ГИБДД пайĕн начальникĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика