АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вун саккăрта çар тумĕ тăхăннă

21 июня 2013 г.

 О.Фадеева Вăрăмпуç ялĕнче çуралнă. Тăватă ачаллă çемьере ÿснĕ. Вуннă тултарсан няньăра ĕçленĕ. Хĕр шутне кĕрсен Канашри вагонсем юсакан завода вырнаçнă. Тăван çĕршывăн Аслă вăрçи пуçлансан вун саккăрти Ульха çар комиссариатне кайнă. Хăй ирĕкĕпе фронта яма ыйтнă. 42 чăваш хĕрĕ хăйсем юсанă вагонра фронта тухса кайнă.

Ольга Фадеевна çар эшелонĕнчи апат-çимĕç продукчĕсен пунктĕнче салтаксем валли апат хатĕрленĕ. Унăн çулĕ Ржев хули, Хĕвел анăç Украина, Польша витĕр Германине выртнă. Аслă Çĕнтерĕвĕ Магдебург хулинче кĕтсе илнĕ. Çав хуларах 6 çул Совет Çарĕн офицерĕсен столовăйĕнче ĕçленĕ. Нимĕçле калаçма хăнăхнă. Германири типрпейлĕхпе хăтлăх Ольга Фадеевнăна килти хуçалăха типтерлĕ тытса тăма вĕрентнĕ.

1951 çулта Ухман çамрăкĕпе Г.Фадеевпа пĕрлешнĕ. Пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Ольга Фадеевна колхозра, чăх-чĕп фабрикинче ĕçленĕ. Халĕ Татьяна хĕрĕн çемйипе пĕрле Канашра пурăнать.

Июнĕн 13-мĕшĕнче хисеплĕ ватă 90 çул тултарчĕ. Юбилей ячĕпе ăна ачисем, 10 мăнукĕ, 5 кĕçĕн мăнукĕ, тăванĕсем саламланă. Вĕсен хушшинче район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров тата хула тата район халăхне социаллă пулăшу паракан пай пуçлăхĕн çумĕ Э.Яковлева та пулнă. Вĕсем хăйсемпе пĕрле Раççей Федерацийĕн Президенчĕн В.В.Путинăн саламлă открыткине, асăнмалăх парне тата чечек çыххи илсе килнĕ.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика