21 июня 2013 г.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе тата специалисчĕсемпе, администрацин структурăллă подразделенийĕсен ертÿçисемпе канашлу ирттернĕ. Çичĕ ыйту пăхса тухнă.
Раççей Федерацийĕн миграци службин Чăваш Республикипе ĕçлекен управленийĕн Шăхасанти территори пункчĕн пуçлăхĕ Л.Погайдак граждансене пурăнакан вырăнта регистрацилес полномочине ял тăрăхĕсенчен территорисенчи органсене парасси çинчен ăнлантарнă. Юпа уйăхĕн 15-мĕшĕччен ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен çак ĕçе ирттерме тивĕçлĕ документсем хатĕрлемелле.
"Атăлçи экологи компанийĕ" тата "Промремстрой" тулли мар яваплă пĕрлĕхсен директорĕсем С.Ложкинпа С.Иванов Канаш хулин свалкине хупнине пула ял тăрăхĕсен территорийĕсенчи çÿп-çапа турттарса тухассине йĕркелес пирки тухса калаçнă. Роспотребнадзор хирĕçле пĕтĕмлетÿ тунине кура Канаш свалкин ĕçне чарса лартнă.
Районта пурăнакансем полигон валли çĕр уйăрса пама килĕшмеççĕ. В.Софронов каланă тăрăх, çивĕч ыйтăва татса пама майсем çук мар. Çÿп-çапа кÿршĕ районсене турттарма тивет. Ун чуне вара тăкакĕ икĕ хут ÿсет. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен ялсене çывăх свалкăсене илсе тухасси пирки уйрăммăн калаçма тивет. Сăмахран, Янкăлч ял тăрăхĕн Йĕпреç районĕпе калаçса татăлмалла, Кăшнаруй ял тăрăхĕн Çĕрпÿ районне кайма лекет.
Росреестрăн çĕрпе мĕнле усă курнине тĕрĕслесе тăракан патшалăх инспекторĕ А.Козлов тата район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕ В.Никоноров ял тăрхĕсенче çĕр ĕçне тĕрĕслесе тăрассине лайăхлатасси пирки доклад туса панă. Вăл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене ял тулашĕнче е ун çывăхĕнче уйăрса панă çĕр лаптăкĕсемпе епле усă курнине куçран вĕçертмелле марри çинчен хытарсах каланă. "Хыт-хура кашласа лармасть-и унта; Çурт лартма уйăрса панă участокра мĕнле лару-тăру; Тырă е пахча çимĕç ÿсмест, çурт çĕкленмест пулсан протокол çырса туртса илмелле те питĕ ыйтакан çынсене памалла. Çĕр лаптăкĕсемпе тĕллевсĕр усă куракансен çулне пÿлетпĕр. Çĕрсен яланах ĕçлемелле тата тупăш кÿмелле", – тенĕ патшалăх инспекторĕ. Районта пусă çаврăнăшне кĕртмен, усă курман çĕрсем 3781,3 гектар йышăнаççĕ. В.Никоноров ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсене çывăх вăхăтрах район администрацийĕн çĕр лаптăкĕсене пăхса тухни çинчен хут çырса пĕлтерме, вырăнта çĕрпе мĕнле усă курнине яланах тĕрĕслесе тăма хушнă.
Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен пайĕн тĕп специалисчĕ В.Федоров ялсене тата масарсене типей-илем кĕртес ĕç мĕнле пынипе паллаштарнă. Обществăлла инфратытăм пайĕн пуçлăхĕ В.Алантьева автоçулсене юсаса-пăхса тăма уйăрнă укçа-тенкĕпе иккĕмĕшпе виççĕмĕш кварталсенче усă курма задача лартнă.
Социаллă аталану пайĕн культура секторĕн заведующийĕ Л.Арсентьева суйлавçăсен хисепне районти суйлав комиссине пĕлтерес тата бюджетлă культура учрежденийĕсен ĕçне лайăхлатас ĕçсем мĕнле пыни çинче чарăнса тăнă.
В.АЛЕКСЕЕВ.