АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Утçи мĕнле пынипе паллашнă

21 июня 2013 г.



Виçĕм кун Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ С.Павлов район администрацийĕн пуçлăхĕпе В.Софроновпа тата агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пай пуçлăхĕпе В.Никоноровпа Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕнче выльăх апачĕ хатĕрлесси мĕнле пынипе паллашнă. Типнĕ утта преслаççĕ. Нумай çул ÿсекен курăксене çулма пуçланă.

Министр çĕнĕ ферма тунă çĕрте те пулнă. "Возрождение" тулли мар яваплă пĕрлĕх, вăл подрядлă организаци, ертÿçи С.Ефремов строительство ĕçĕсем мĕнле пыни çинчен каласа панă. Ĕне витипе юнашарах сĕт блокĕ тата ĕнесене пăрулаттармалли уйрăм пулĕ. Строительство ĕçĕсен калăпăшĕ тата хатĕрсен пĕтĕмĕшле сумми 29 миллион тенке ларать. Кăçалхи юпа уйăхĕнче хуçалăхăн 200 ĕнине çĕнĕ витене куçарма планланă.

Хуçалăхра çĕр улми речĕсене кăпкалатнă, кĕрхи пĕрчĕллĕ культурăсем акма çĕр хатĕрлемелли планăн 20 процентне пурнăçланă.

А.ТЯМИНА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика