АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кунĕ тата илемлĕрех туйăнчĕ

19 июня 2013 г.

 Кунĕ лăпкă та хĕвеллĕ, янкăр тÿпе, таса та уçă сывлăш, яштака хырсем, ешĕл тĕмĕсем. Çакăн пек илемлĕ вырăнта паллă турĕç професси уявне Шăхасанти психиатри больницинче ĕçлекенсем. Вĕсене саламлама район администрацийĕн ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Г.Петров килчĕ.

– Сирĕн професси çĕр çинче чи хисепли. Эсир пысăк яваплăха туйса пурнăçа çăлатăр, наци сывлăхне сыхлатăр тата çирĕплететĕр. Ырă кăмăлăра хăвăр патра сипленекенсемпе пайлатăр, пархатарлă ĕçĕршĕн, вăй-халăршăн пысăк тав. Пурнăçăн анлă çулĕпе малалла та хавхаланса, çирĕппĕн утма хурçă пек çирĕп сывлăх, çăлкуç пек тапса тăракан вăй-хал, иксĕлми телей, çăмăл мар ĕçĕрте ăнăçу та çитĕнÿ, килĕшÿпе савăнăç сунатăп. Сĕтелĕр çăкăр-тăвартан, кĕрекĕр тăванăрсемпе шанчăклă тус-юлташăрсенчен ан татăлтăр. Мĕн шутлани, ĕмĕтленни яланах пурнăçа кĕрсе пытăр. Ырăпа çÿрĕр, – терĕ вăл.

Григорий Петрович хăйĕн саламне наградăпа çирĕплетрĕ. Нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн чирлисене сестрасем пăхса тăракан уйрăмăн заведующине Ю.Вурманчевăна, Т.Михайлова тĕп бухгалтера тата Л.Николаева психиатр врача район администрацийĕн Хисеп грамотипе чысларĕ.

Больницăн тĕп врачĕ О.Чердакова сывлăх учрежденийĕн историйĕн паллă страницисене аса илчĕ, паянхи ĕçсемпе тата малашне тумаллисемпе паллаштарчĕ. Ольга Васильевнăна Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕ тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотипе наградăларĕç.

Укявра салам сăмахĕсем татах та пулчĕç. Тĕп медицина сестри Т.Ворсонофьева, вырăнти профсоюз организацийĕн председателĕ Т.Петрова, больницăн тĕп врачĕнче нумай çул ĕçленĕ М.Духтанов тата ыттисем ĕçтешĕсене ăнăçу сунчĕç. Сывлăх сыхлавĕн ĕçĕнче палăрнисене больница администрацийĕн тата профсоюз организацийĕн грамотисене пачĕç.

О.Чердакова тĕп врач каланă тăрăх, больница территорийĕ 3 гектара яхăн йышăнать. Пур çĕрте те тасалăх та тирпейлĕх хуçаланать. Пахча çимĕç çитĕнтереççĕ. Коллективра 270 яхăн çын. Иртнĕ çул психикăпа туберкулез уйрăмĕ уçнă.

Илемлĕ уçланкăра чылайччен юрă-кĕвĕ янăрарĕ, хаваслă вăйăсем, викторинăсем пулчĕç.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика