19 июня 2013 г.
Районта медицина ĕçченĕсем 667. Çав шутра врачсем 82, медицина сестрисем 340, санитарсем 168. Медицина учрежденийĕсене медпулăшу илме çулталăкра вăтамран 41 пин ытла çын пырать. Сывлăх хуралçисем хăйсен професси уявне районăн тĕп стадионĕнче паллă турĕç.
Йăлана кĕнĕ тăрăх уяв хастар ĕçĕпе палăрнисене чысланипе пуçланчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов саламлă сăмахсем каланă хыççăн евĕклĕ ĕçе пуçăнчĕ. Участокри ача-пăча поликлиникин педиатрĕ Е.Матросова, пĕтĕмĕшле практика врачĕ Г.Артемьева тата Ф.Скворцов бухгалтер Владислав Васильевич аллинчен Чăваш Республикин Сывлăх сыхлавĕн тата социаллă аталану министерствин Хисеп грамотине илчĕç. Ача-пăча поликлиникин аслă сестрине С.Хасановăна, Сиккассинчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн уйрăмĕн сестрине Г.Максимовăна, йĕркелÿпе методика уйрăмĕн фельдшерне Л.Степановăна тата клиникăпа диагностика лабораторийĕн фельдшер-лаборантне Т.Кротовăна министерствăн Тав çырăвне пачĕ. Гинекологи уйрăмĕн заведующийĕ В.Александров, В.Мартынов анастезиолог-реаниматолог, О.Иванова дерматовенеролог, Н.Тармоярова фельдшер-лаборант, Г.Табакова фельдшер, медицина сестрисем Л.Краюшкина, Н.Романова, С.Владимирова, Р.Аверина, Кивĕ Ахпÿртри фельдшерпа акушер пункчĕн заведующийĕ М.Кузьмина район администрацийĕн Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Районăн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больницăн тĕп врачĕ Р.Федорова медицина ĕçченĕсен пысăк ушкăнне больница администрацийĕн Хисеп грамотипе тата Тав çырăвĕпе наградăларĕ. Уяв ячĕпе Чăваш Республикин çар комиссариачĕн Канаш хулипе, Канаш тата Тăвай районĕсемпе ĕçлекен уйрăмĕн пуçлăхĕ Ю.Барышов, "Пĕрлĕхлĕ Раççей" партин районти уйрăмĕн ĕçтăвкомĕн ертÿçи А.Степанов, Янкăлч, Шаккăл, Шăхасан, Уçырма, Вăрăмпуç ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Кротов, Г.Степанов, В.Руссков, В.Иванов, З.Маслова тата ыттисем саламларĕç.
Уява районти культура çурчĕн пултарулăх ушкăнĕ, Р.Андреева çамрăк юрăç хаваслă юрăсемпе илемлетрĕç. Конкурссем, вăйăсем пулчĕç.
В.АЧЧА.