14 июня 2013 г.
Юлашки вăхăтра климат улшăнни пирки нумай калаçаççĕ. Европăшăн мĕнле хăрушлăхсем кăларса тăратать ку пулăм; Чăнах та, сисчĕвленме сăлтав пур пуль. Нимĕç хулисен ассоциацийĕ кунашкал лару-тăрура мĕн тумалли çинчен 15 страницăллă сĕнÿсен пуххине те кăларнă. "Ăшă хумĕ" çынсен пурнăçне татни хăй пĕр хăрушлăх, 2003 çулта кăна шăрăха чăтайманнипе Европăра 70 пин çын вилнĕ.
Ÿсен-тăран, чĕр чунсем те шиклĕх çуратаççĕ. Армути çулçиллĕ амброзиех (амброзия полыннолистная) илер. Вăл Çурçĕр Америкăран Азие те, Кăнтăр Европа çĕршывĕсене те çăмăллăнах куçса пырать. Сăмах май, çак "усал" çум курăк вăррине Чăваш Енре те тупса палăртнă. Раççей Ял хуçалăх надзорĕн республикăри управленийĕн специалисчĕсем каласа панă тăрăх, ăна Приморье крайĕнчен кÿрсе килнĕ соя шротĕнче 2 хут асăрханă. Юрать-ха "чĕррисем" пулман. Тĕлĕнмелле, пĕр курăкра миллиард таран тусан пĕрчи (пыльцевые зерна) пулма пултарать. Вăл аллергипе чирлекенсене уйрăмах япăх витĕм кÿрет. Çак тусан куçа, сывлав çулĕсене тата ÿте шыçăнтарать. Çулла температура хăпарни çум курăка çурçĕрелле сарăлма май панă тата Германишĕн чăн-чăн проблема пулса тăнă.
Общество сывлăхĕшĕн тепĕр хăрушлăх вăл - юмана кăшлакан поход шелкопрячĕ (дубовый походный шелкопряд). Наркăмăшлă хуртăн 63 пин ытла "тĕкĕ" çинче пухăнакан тауметопоэтин текен токсин астма чирне çивĕчлетет, вĕтĕ шатрасем тапса тухма пултараççĕ. Вĕсем пĕр-пĕрин хыççăн тачă тăрса колонна евĕр куçса çÿреççĕ (çакăнтан "поход" сăмах тухнă та). Кун йышши хурт Индире, Африкăра тата ытти çĕрте сарăлнă. Анчах та вĕсем юлашки вăхăтра Европăналла куçса пыраççĕ. 2006 çулта ку хурт Лондона ăнсăртан лекет. Ĕç-пуç Олимпиада умĕн пулса иртнĕрен шелкопряд туристсемшĕн хăрушлăх кăларса тăратнине влаçрисем те йышăннă. Лондонра 2007 çултанпа хурт тапăннă хурамасене ятарлă хими япалипе сирпĕтсе тăраççĕ.
Бактерисемпе вируссем те сахал мар шар кăтартаççĕ. Нумаях пулмасть кăна-ха вĕсем кăнтăрта çеç хăйсене лайăх туйнă. Кĕнеке авторĕсем хантавируса тата Лайм чирне аса илеççĕ. Асăннă мурсем нимĕç гражданĕсене ытларах та ытларах асаплантарççĕ. Сĕнÿсен пуххинче медиксене хулара Ази ула (тигровый) вăрăм тунасем вĕçме пуçланине сăнама чĕнсе каланă. Вĕсем Денге лихорадкине тата чикунгунья чирне сараççĕ. Çак мура 2012 çулхи июль уйăхĕнче Парижра та тупса палăртнă. Германие çитес хăрушлăх пуррине палăртаççĕ специалистсем.
Çакна та кĕнекере уйрăммăн палăртса хăварнă. Климат улшăннипе, калăпăр, нимĕç хулисенчи йывăçсене типпе чăтăмлă кăнтăр ÿсен-тăранĕпе улăштарасшăн. Анчах çĕнĕ флорăпа урăхла йышши чирсем килме пултараççĕ-çке.
Чăваш Енре вара вырăнти хурт-кăпшанках, нăррах пысăк шар кăтартаççĕ. Республикăра, сăмахран, вырăн-вырăнпа сăвăссем иртĕнсех кайни пирки калаççĕ. Мурсем кăçал юр кайса пĕтнĕ-пĕтменех "пуçĕсене каçăртнă". Роспотребнадзорăн республикăри управленийĕн кăтартăвĕсем тăрăх, кăрлач – пуш уйăхĕсенчех сăвăссем çыртнă 6 тĕслĕхе шута илнĕ.
Вĕсенчен сыхланма халĕ аптекăра тĕрлĕ хатĕр сутаççĕ. Выльăха хÿтĕлемешкĕн те препарат çителĕклĕ: бутокс, неостомазан, суминак. Йытăсем тата кушаксем валли ятарлă мăйкăч пур.
Сывлăхлă пулăр, тĕрлĕ йăх-яхран Турă хăтартăр.
Н.ВАСИЛЬЕВА,
управленин информаципе аналитика пайĕн ертсе
пыракан эксперт специалисчĕ.