14 июня 2013 г.
Акатуйра агропромышленность комплексĕнче тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн тата тунă çитĕнÿсемшĕн район администрацийĕн Хисеп грамотине илме сцена çине çирĕп кĕлеткеллĕ, çулĕпе самаях аслă арçын хăпарнине курсан унпа калаçас шухăш амаланчĕ. Ватă çын каялла анса тенкел çине ларсан ун патне пытăм. Хампа паллаштартăм, награда илнĕ ятпа саламларăм, манпа калаçма вăхăт уйăрма ыйтрăм. Кăштахран эпир ипподромри вăрăм та лутра сак çине вырнаçрăмăр. Часах сăмахсен çăмхи майĕпен сÿтĕлме пуçларĕ.
Манпа калаçакан – Ушанар çынни, Георгий Всильевич Васильев. Кăçал чÿк уйăхĕн 10-мĕшĕнче 75 çул тултарать. Тăваттăн çут тĕнчене килнĕ вĕсем. Йăмăкĕсем Ольăпа Нина шкул çулне çитичченех шатра чирĕпе чирлесе пурнăçран уйрăлса кайнă. Амăшĕ 1950 çулта ÿпке шыççине пула вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.
Георгий 7 класс вĕренсе пĕтерсен Пермь облаçĕнчи Усинский районĕнче пурăнакан тăванĕсем ăна унти машинăпа трактор станцине ĕçлеме чĕнсе илнĕ. Кустăрмаллă тракторпа çĕр сухаланă. Коллективра чăваш ачине тăрăшуллă пулнăшăн, хушнă ĕçе вăхăтра пурнăçланăшăн пуçлăхсем, пĕрле ĕçлекенсем хисепленĕ. Виçĕ çул вăй хунă унта вăл. 1956 çулта тăван яла таврăнса Шăхасанти МТСра ĕçлеме тытăннă.
– МТСсене пĕтерсен Ăвăспÿрт Кипеч ялне ярасшăнччĕ. Калинин ячĕллĕ колхоз председателĕ çакна пĕлсен çавăтса тенĕ пек хăй ертсе пыракан хуçалăха илсе кайрĕ. Гусеницăллă ДТ-54 трактор шанса пачĕç, – терĕ Георгий Васильевич.
Ултă çултан Г. Васильев вĕр-çĕнĕ ДТ-75 трактор рычагĕ умне ларнă. Алли-ури те, пуçĕ те лайăх ĕçленĕ Георгин. Респуликăра чи нумай эталон гектар ĕç туса икĕ хутчен мала тухнă. Майне тупса 65 лаша вăйлĕ хурçă ут вăйне 62 çитернĕ. Çул-йĕр юсама, хĕлле юр хырма бульдозер кĕреçи вырнаçтарнă, тиемелли-пушатмалли механизм майлаштарнă.
– Ĕçсĕр пурăнаймастăп. Чунăм трактор патнеллех туртăнать, – теме юратать ветеран.
Сакăр çул каялла Э.Шамуков фермер Г.Васильева хăйĕн хуçалăхне чĕнсе илнĕ. Георгий Васильевич кивелнĕ 3 трактора иккĕмĕш пурнăç парнеленĕ. Унăн юратнă тракторĕ çĕр сухалать, тырă акать, çулсене тикĕслет, хÿсе кайнă кĕртрен тасатать тата ытти ĕçсене тăвать.
Ĕçри хастарлăхшăн Георгий Васильевича Ĕç Мухтавĕн виççĕмĕш тата иккĕмĕш степеньлĕ орденĕсемпе, юбилей медалĕсемпе, кăкăр çине çакмалли паллăсемпе нагадăланă. Хисеп хучĕсен шучĕ вара çук та пуль. Парнисем те тем чухлех.
Васильевсем пилĕк ача çуратса ÿстернĕ. Арăмĕ, Неля Николаевна, 12 çул каялла пурнăçран уйрăлса кайнă. Ачисем ашшĕ-амăшĕн тăрăшулăхне курса хăйсем те яваплă çынсем пулса ÿснĕ. Хальхи вăхăтра Георгий Васильевичăн 6 мăнукĕ тата 4 кĕçĕн мăнукĕ – чи пысăк пуянлăх.
В.АЧЧА.
Автор сăн ÿкерчĕкĕ.