14 июня 2013 г.
Эпир районти спорт аталанăвĕнче, уйрăммăн илсен ирĕклĕ мелпе кĕрешессинче, хальхи вăхăтра Надя Федорова, Анна Максимова çамрăк спортсменкăсем пысăк вырăн йышăннине лайăх пĕлетпĕр. Вĕсен ячĕсем Канаш енре кăна мар, республикăра та паллă (спортпа интересленекенсемшĕн паллах). Çамрăк ăру аслисен пуçарăвне тивĕçлĕн малалла тăсать, вĕрентекенĕсемпе хăйсен ят-сумне çĕклет. Ентешĕсен хушамачĕ çумне çывăх пуласлăхра Александра Чернован ячĕ те çирĕппĕн çырăнас шанăç пысăк.
Çамрăк-ха вăл, кăçал Канашри педагогика колледжĕнче пĕрремĕш курс вĕренсе пĕтерет. Анчах чун çирĕплĕхĕ ăна малалла ăнтăлма хистет. Ачасемпе хăвăртах пĕр чĕлхе тупма пултарать, пĕчĕк шăпăрлансем хăйсем те ун патне туртăнаççĕ. Çак енсем тĕпре пулнăранах тăр Александра педагогика колледжне суйласа илнĕ.
Шура вара хăй садика çÿреймен. Вăл ÿснĕ вăхăтра Карăклăри ача сачĕ вăрах вăхăтлăха юсава хупăннă пулнă. Амăшĕ вара ăна хăйпе пĕрле шкула ĕçе илсе çÿренĕ. Хĕрача шкул ачисемпе хăюллăнах хутшăнннă, унăн çĕннине пĕлес интерес пысăк пулнă. Кĕçĕн класс ачисене вĕрентекен Галина Михайловна Дунаева асăрханă çакна, Шурăна пĕрремĕш класа яма сĕннĕ. Çапла майпа вара улттă тултарсанах парта хушшине ларнă Саша. Икĕ пиччĕшĕпе аппăшĕ умĕнче намăс курма юраманнине аван чухланă вăл, тăрăшса вĕреннĕ. Аслисем те кĕçĕннине пулăшса пынă. Йышлă ача-пăчаллă çемьере туслăх ахаль те çирĕпрех мар-и ха;
Ÿкерес туртăм пурри те сисĕнет Шурăра. Сăмахăма кун пирки тăсасшăн мар-ха эпĕ, вăл кĕрешÿ спортне суйласа илни пирки каласшăн. 2007 çулта Çĕнĕ çул умĕн шкулта ирĕклĕ мелпе кĕрешсе Хĕл Мучи парнисене çĕнсе илессишĕн йăлана кĕнĕ турнир ирттернĕ. Çавăнта Александра Чернова та хутшăннă, хăйĕн виçе категорийĕнче (26 кг) пĕрремĕш вырăн çĕнсе илнĕ. Çакăнтан пуçланнă та вара куллен тренировкăсене çÿресси. Малтанласа вĕсем Алена ятлă йăмăкĕпе кайнă. Амăшĕ хирĕçленине пăхмасăрах уроксем хыççăн спорт шкулне тухса чупнă. Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ Александр Васильев патĕнче кĕрешÿ ăсталăхне пиллĕкмĕш çул алла илет хĕрача. Çак тапхăрта вăл ăсталăх енчен те палăрмаллах ÿсрĕ, сахал мар çитĕнÿ турĕ.
2011-2012 çулсенче сахалтан та вун икĕ ăмăртура çĕнтерÿçĕ тата призер пулса тăнă. А.Чернован портфолиовĕнче – Чăваш Республикин физкультурăпа спорт тата туризм министрĕ, олимп резервĕсем хатĕрлекен 5-мĕш спорт шкулĕн директорĕ, Пушкăртстан Республикин ирĕклĕ кĕрешÿ федерацийĕн президенчĕ алă пуснă дипломсем.
Кăçалхи хăш-пĕр ăмăртусене кăна илер-ха. Валерий Кавцовпа Виталий Степанов воин-интернационалистсене асăнса республикăра 1997-1998 çулсенче çуралнă хĕрачасем хушшинче ирĕклĕ мелпе кĕрешессипе ирттернĕ турнирта, Атăлçи федераци округĕнче мала тухассишĕн 1995-1996 çç. хĕрачасем хушшинче ăмăртура Шура 3-мĕш, Чăваш Республикин физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченне, Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ тренерне Геннадий Смирнова асăнса ирттернĕ республика турнирĕнче, ирĕклĕ мелпе кĕрешекенсен республика тупăшăвĕнче хăйĕн виçинче çĕнтерÿçĕ пулса тăнă. Çуркунне те призерсен йышне темиçе хутчен те лекме пултарчĕ.
Çăмăл атлетика енĕпе те пулать унăн. Хăвăрт утассипе районта ирттернĕ ăмăртусенче çĕнтернĕшĕн панă дипломсем çакна лайăх çирĕплетеççĕ.
Канашри педколледж студентки уроксем хыççăн кашни кунах Карăклăри спорт шкулне тренировкăна васкать. Кунта ăна шанчăклă та çирĕп ыйтакан тренер Александр Кузьмич кĕтет. Темиçе кун кăна ан кай-ха тернировкăна – формăна çухататăн. Черетлĕ ăмăртура хăвна хирĕç тăракана парăнтарма самаях хĕн. Çакна та ăнланса илнĕ Шура. Вĕренÿпе спорта саплаштарса пыма çăмăлах мар пулин те, алă усмасть. Çамрăк чухне ывăннине туятăн-и унта. Тепĕр чухне тăва тепĕр майлă çавăрса хурассăнах туйăнать-çке. Тунă çитĕнÿсемпе те лăпланса лармасть. Ялан çĕннине шырать. "Виççĕмĕш вырăн йышăнсан мĕнлерех кулянать Шура", – тет амăшĕ. Паллах, çĕнтерÿçĕ пулма лайăх, анчах малти виçĕ вырăнтан пĕрне çĕнсе илме еплерех йывăррине пĕлсе тăнăран призера лекнĕшĕн те савăнмалла.
И.ВЛАДИМИРОВА.