АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕренÿре те, спортра та малта

14 июня 2013 г.

Чакаç вăтам шкулĕнчи физкультура учителĕн Л.Атласкинăн воспитанникĕсем хушшинче спортра пысăк çитĕнÿ тунисем сахал мар. Вĕсенчен пĕри М.Иванова. Марина вуннăмĕш класа куçнă, пĕрремĕш класранпах вĕренÿ отличникĕ. Юратнă предмечĕсем - биологипе хими. Çак предметсен олимпиадисенче районта темиçе хутчен те малти вырăнсене йышăннă. Спортпа туслă. Волейболла выляма, чупма ухута. Чи юратни вара – иккĕн сĕтел хушшине ларса, чавсисене сĕтеле тĕрĕнтерсе пĕр-пĕрин аллисене сĕтел çумне авса антарма тăрăшасси. Ялан тенĕ пекех авса антараканĕ вăл пулнă. Районти çарпа спорт вăййисене хаваспах хутшăнать. Чакаç вăтам шкулĕн команди "Орленок" ушкăнта мала тухнинче унăн тÿпи те пур.

Чакаç хĕрĕ Атăлçи округĕнче, республикăра армспорт енĕпе ирттернĕ ăмăртусенчен 45 килограмлă виçе категорийĕнче çĕнтерÿçĕ е призер пулса таврăннă. Районта пулакан пĕр ăмăртуран та юлман. Марина шкул пурнăçĕнче те хастар. Мероприятисенче вăл пуçарулăхĕпе, тăрăшулăхĕпе палăрать.

В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика