11 июня 2013 г.
Хула администрацийĕн граждан тăрăмĕн акчĕсене çыракан пайĕн ĕçлевçисем Николай Николаевичпа Мария Тимофеевна Николаевсем патĕнче хăнара пулнă. Кил хуçисем пĕрле пурăнма пуçланăранпа 55 çул çитнине паллă тунă.
Николаевсем тăватă ывăлпа икĕ хĕр çуратса ÿстернĕ. Вĕсен 6 мăнук тата 2 кĕçĕн мăнук. Николай Николаевич пенсине Кăнтăр элетричество сечĕсен директорĕн заместителĕнче ĕçлесе тухнă. Пĕтĕмĕшле ĕç стажĕ унăн çур ĕмĕр. Мария Тимофеевна Перекет банкĕн Канашри уйрăмĕнче контролер-кассирта тăрăшса канăва тивĕçрĕ. Хушнă ĕçе таса та тÿрĕ чунпа туса пынăшăн иккĕшне те хисеп грамотисем, тав çырăвĕсем, преми парса чыс тунă. Йăлана кĕнĕ тăрăх юбилярсене Канаш хулин Хисеп кĕнекине кĕртнĕ. Николаевсене изумруд туй ячĕпе нумай ăшă сăмах каланă, парнесем панă.
А.ВИТАЛЬЕВ хатĕрленĕ.