11 июня 2013 г.
Çĕр ĕçченĕсен авалтан пыракан уявĕ районта çĕртме уйăхĕн 8-мĕшĕнче савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ. Асхва çывăхĕнчи стадиона халăх нумай пуçтарăнчĕ. Ял тăрăхĕсен "Ял кĕввисем" картишĕсенче – "Ăсталăхпа илемлĕх тĕнчи" лапамра, çăкăр-булка изделийĕсен "Асамлă çăкăр тĕнчинче" куравра çынсем татăлма пĕлмерĕç. "Ачасен тĕнчи" лаптăкра "Канаш ен мерченĕсем" фестивале хутшăннисем концерт лартса пачĕç. Ача-пăча аттракционсенче ярăнса савăнчĕ, "Маша тата Упа" фотосалонра асăнмалăх сăн ÿкерĕнчĕ.
Уяв чăваш халăхĕн "Алран кайми аки-сухи" мухтав юррипе пуçланчĕ. Мăнаçлăн, чуна хускатса, хавхалантарса янăрарĕ вăл. Районăн пĕрлештернĕ хорĕ чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ Федор Павлов композитор илемлетнĕ, халăхра анлă сарăлнă юрăсене шăрантарчĕ. Капăр тумлă, нумайăшĕ наци тумне тăхăннă çынсем вăйă картине тăчĕç, "Атьăр вăййа тухар-и" кĕвĕ çеммипе алла-аллăн тытăнса çаврăм хыççăн çаврăм турĕç. Вĕсен хушшинче – Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕ-ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов, Патшалăх Канашĕн депутачĕ Вячеслав Александров, Канаш районĕн пуçлăхĕ-район депутачĕсен Пухăвĕн председателĕ Иван Иванов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Владислав Софронов, хула администрацийĕн пуçлăхĕн ĕçĕсене тăвакан Людмила Иванова, "Канашсем" ентешлĕх ертÿçи Анатолий Кибеч, ентешлĕх членĕсем, Перекет банкĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн, Чăвашпотребсоюзăн представителĕсем тата ытти чĕннĕ хăнасем.
Шупашкартан килнĕ пысăк хăнасем районти çĕр ĕçченĕсем пирки нумай ырă сăмах каларĕç, çуракине ăнăçлă вĕçленĕ ятпа саламларĕç, пысăк тухăç туса илме сунчĕç, тивĕçлисене парнесемпе хавхалантарчĕç. Иван Ивановпа Владислав Софронов Киров ячĕллĕ ял хуçалăх производство кооперативĕн ертÿçине Николай Андреева "Канаш районĕн хисеплĕ гражданинĕ" хисеплĕ ята тивĕç пулнине пĕлтерекен ĕнентерÿ хутне пачĕç, хул пуççи урлă хĕрлĕ хăю çыхса ячĕç. Сцена умĕнчи саксем çинче ларакансем пĕтĕм халăхпа пĕрле ура çине тăрса хыттăн алă çупса Николай Степановича чыс турĕç.
Ял хуçалăх министрĕ Сергей Павлов Канаш ен хастарĕсене республика наградисене пачĕ. "Агат" тулли мар яваплă пĕрлĕх тракторисчĕ Вячеслав Семенов "Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ механизаторĕ", районăн тĕп библиотекин тĕп специалисчĕ Любовь Егорова "Чăваш Республикин культурăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ" хисеплĕ ятсем илнисен йышне хушăнчĕç. "Восход" тулли мар яваплă пĕрлĕх директорне Вячеслав Петрова агропромышленность комплексĕнче нумай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Чăваш Республикин Пуçлăхĕн Тав çырăвне пачĕç. Раççей Федерацийĕн ял хуçалăх министрĕ "Цивиль" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн машинăпа трактор паркĕн заведующине Валерий Данилова Çыру çырса тав тунă. Киров ячĕллĕ ял хуçалăх кооперативĕн водителĕн Иван Ефимовăн, "Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн осеменаторĕн Мария Константинован, район администрацийĕн агропромышленность организацийĕсемпе çыхăнса ĕçлекен пайĕн пуçлăхĕн Валерий Никоноровăн тата "Канашский" ăратлă чăх-чĕп ĕрчетекен завод" акционерсен уçă пĕрлĕхĕн тĕп зоотехникĕн Валерий Яковлевăн тăрăшулăхне Чăваш Ен Ял хуçалăх министерствин Хисеп грамотипе палăртнă. Катек вăтам шкулĕн директорĕ Валерий Германов Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн Хисеп грамотине, районти тĕп библиотекăн редакторĕ Любовь Касьянова, Сиккассинчи культура учрежденийĕн библиотекарĕ Зинаида Мукшина, Çеçпĕл ял тăрăхĕнчи культура ĕçĕсене йĕркелесе тăракан Алина Николаева тата районти культура çурчĕн халăх театрĕн художник-постановщикĕ Леонид Петров республикăн Культура, национальноçсен ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине тивĕçрĕç.
Район администрацийĕн пуçлăхĕн çумĕ Анатолий Егоров çурхи уй-хир ĕçĕсен кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ, ял хуçалăх, культура, вĕрентÿ, социаллă пулăшу, суту-илÿ сферисенче, йĕркелĕх хуралĕнче ĕçлекенсен ушкăнĕсене район администрацийĕн Хисеп грамотипе наградăларĕ. Пайкилт ял тăрăхĕнчи ветерансен пуçламăш организацийĕн председательне Михаил Иванова тата Атнашри тавра пĕлÿçе Валериан Прокопьева ветерансен юхăмĕнче активлă пулнăшăн районăн Хисеп грамотине пачĕç.
"Канаш" тулли мар яваплă пĕрлĕхĕн сĕт-çу ферминче пăру пăхакан Надежда Афанасьева, районăн тĕп больницин врачĕ Николай Марков тата вĕсен çемйисен членĕсем "Ялăн 2013 çулчченхи социаллă аталанăвĕ" прогаммăпа килĕшÿллĕн пурнăç условийĕсене лайăхлатма укçа уйăрнине пĕлтерекен документ илчĕç.
Сергей Маловпа Сергей Кочанов çамрăк фермерсене хресчен (фермер) хуçалăхне йĕркелесе яма тата аталантарма грант пачĕç.
Юрă, ĕç тата спорт уявĕ ялсенчи пултарулăх тата чăваш эстрадин артисчĕсен номерĕсемпе, спорт ăмăртăвĕсемпе пуян пулчĕ. Çĕнĕ Шупашкарти А.И.Тихонов ячĕллĕ лаша спорчĕн клубĕн юланутçисем лаша çинче тĕрлĕ хусканусем туса тĕлĕнтерчĕç. Ĕç лашисен ăмăртăвĕ те чылайлăха асра юлчĕ.
В.АЧЧА.