07 июня 2013 г.
Çеçпĕл ялĕнче çуралса ÿснĕ, халĕ Шупашкарта пурăнакан Владимир Кузьмин хăйĕн хваттерне картина галерейине çавăрнă. Нимĕнле ĕçрен те хăраман ăста (ялта ăна пурте Владик тесе чĕнеççĕ) юлашки 3 çул хушшинче картинăсем ÿкерме пуçланă. Лавккара сутаканнисенчен те пахарах вĕсем. Амăшĕ Кузьмина Пелагея Леонтьевна нумай çул хушши Çеçпĕл вăтам шкулĕнче ачасене биологи предметне вĕрентнĕ. Çут çанталăка юратасси çакăнтан пуçланнă та ĕнтĕ. Шкулта вĕреннĕ чухнех Владик стена хаçачĕ кăларма хутшăннă, каярахпа çыхăну техникумĕнче тата коопераци институтĕнче вĕреннĕ вăхăтра та ÿкерес енĕпе палăрнă. Анчах та ку енĕпе кайма шутламан. Мĕн тивĕçлĕ канăва тухичченех (Магистраль газопровочĕсен Шупашкарти линипе производство управленийĕ) ертсе пыракан инженер пулса ĕçленĕ. Ĕçленĕ хушăра ÿкерчĕксем тума вăхăчĕ те пулман. Тивĕçлĕ канăва кайсан иккĕмĕш пурнăç пуçланать тесе ахальтен каламаççĕ пулĕ халăхра. Вара мĕн ĕмĕтленнине пурнăçа кĕртме те вăхăт.
Çу уйăхĕн юлашки кунĕнче ялти библиотекăна Владимир Семеновичăн картинисен куравне уçма халăх нумай пухăнчĕ: шкул ачисем, вĕрентекенсем тата ялта пурăнакансем. Курава çут çанталăка хÿтĕлемелли çулталăка халалларăмăр. Курма килекенсем ÿкерчĕксемпе паллашнă май тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç. Пултаруллă, талантлă çынсемпе пуян иккен Çеçпĕл тăрăхĕ. Тĕрлĕ тĕспе йăмăхакан йывăçсем, анлă Атăл çинчи пăрахут, Çветтуй Татьяна чиркĕвĕ, хĕвел тухни, хĕвел анни, хĕллехи уйăх çутиллĕ каç, вăрманти пĕве – çаксене курсан куç алчăрать. Хăйĕн тата мăшăрĕн портречĕ, мăнукĕсен сăнĕсем те унăн алли витĕр тухнă.
Пултаруллă ентеш патне тĕлпулу вăхăтĕнче ыйту нумай пулчĕ. Вĕсен йăхĕнчех пулнă иккен хитре ÿкерекенсем: куккăшĕ ÿкерме юратнă, куккăшĕн хĕрĕ художник, Владикăн шăллĕн ывăлĕ вара скульптор. Владимир Семенович çитĕнекен ăрăва лайăх вĕренсе килĕшекен професси суйлама, сывă пурнăç йĕркипе пурăнма, çĕршыва юрăхлă пулма хушса хăварчĕ.
Пултаруллă çынсем, чăн та, пур енчен те маттур. Вĕсем пур çĕре те ĕлкĕреççĕ, ĕçе те тĕплĕн тăваççĕ. Çак сăмахсем Владика тÿрремĕнех пырса тивеççĕ, мĕншĕн тесен унăн тума пĕлмен ĕç çук, алли çыпăççуллă. Çемьере те килĕшÿпе татулăх хуçаланать Кузьминсен. Мăшăрĕ Альбина Михайловна – кÿршĕллĕ Малтикас ялĕнчен, питĕ кăмăллă та тарават хĕрарăм. Нумай çул хушши воспитатель пулса ĕçленĕ, халĕ тивĕçлĕ канура. Ывăлпа хĕр ÿстерсе пурнăç çулĕ çине тăратнă Кузьминсем. Иккĕшĕ те аслă пĕлÿ илнĕ, çемьеллĕ. Çуллахи вăхăтра Владимир Семеновичпа Альбина Михайловна мăнукĕсемпе ялта пурăнаççĕ, хĕлле вара хулара.
Ман шухăшпа, ăстасем - питĕ лăпкă çынсем, мĕншĕн тесен ĕçе тĕплĕн тума, вĕçне çитерме шалти вăй-хăват кирлĕ. Тепĕр чухне мĕн шутлани кирлĕ пек пулса пымасть е пачах та сыпăнмасть. Камăн вăй-хăват сахал, вăл малалла аталанаймасть, ĕçне те пăрахать. Кам чăнах та пултаруллă, вăл пуçланине вĕçне çитеретех. Хăвăн ĕçна юратмалла, çакă - чи кирли.
Г. ШАДРОВА,
Çеçпĕлти культурăпа библиотекăн аталану центрĕн ертÿçи.