АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нумай пурăнма ĕç пулăшнă

07 июня 2013 г.

Июнĕн 11-мĕшĕнче Иульяна Николаева 95 çул тултарать. Вăл Вăтакас Татмăш ялĕнче çуралса ÿснĕ. Иульяна çемьере чи кĕçĕнни пулнă. Хĕр ача виççе çитсен унăн ашшĕ вилсе кайнă, çавăнпа вăл ашшĕне йĕркеллĕ астумасть те. Амăшĕ виçĕ ачапа тăрса юлнă.

Пурнăç кăларса тăратнă йывăрлăхсем мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарнă, ача амăшне хуçалăхри ĕçсене тума пулăшнă, пиччĕшĕсене апат пĕçерсе çитернĕ. Вăрçă пуçланнă чухне Иульяна 23 çулта пулнă. Хăйпе тантăш çамрăксем пекех фронта пулăшнă. Йĕпреç районĕнчи Пăва поселокĕнче, Улатăр тăрăхĕнчи Киряра мĕн вăрçă чарăничченех вăрман каснă çĕрте вăй хунă. Амăшĕ патне сайра хутра кăна килсе кайма май килнĕ. Вăрçă чарăнни çинчен те вăрман каснă çĕрте пĕлнĕ.

"Пирĕн салтаксем тăшмана çĕнтерни çинчен калакан хыпара илтсен мĕнле савăннине сăмахпа каласа ăнлантарма çук. Чĕре тухса тарасла тапать. Пĕр-пĕрне ыталатпăр, йĕрет-пĕр", – хумханса аса илет Иульяна Николаевна.

Вăрçă хыççăн тăван колхозра ĕçе кÿлĕннĕ. Тивĕçлĕ канăва тухсан та 65 çула çитичченех хуçалăх ĕçне хутшăннă. Пархатарлă ĕçшĕн сумлă наградăсене те тивĕçнĕ.

1949 çулта Иульяна Николаевна Григорий Трофимович Трофимов фронтовикпа çемье çавăрнă. Григорий Трофимовича арăмĕ ир вилнĕрен виçĕ ачапа пĕччен çăмăлах пулман. Çĕнĕ мăшăр пĕрле 12 çул кăна пурăннă. Вăрçă суранĕсене пула фронтовик пурнăçран ир уйрăлса кайнă.

Иульяна Николаевнăн çине-çинех хурлăх курма тивнĕ. Çамрăклах мăшăрсăр тăрса юлнисĕр пуçне ывăл ачи те пĕчĕклех вилнĕ. Валентина ятлă хĕрĕ 49 çула çитсен рак чирне пула куçĕсене ĕмĕрлĕхех хупнă.

Халĕ вара Иульяна аппана хăйне те пулăшакан куллен кирлĕ. Мăнукĕ Ирина Николаевна Степанова кинемее ватлăхра пĕччен хăвармасть, ун патне тăтăшах пырса пăхать. Хĕлле хăй патне Канаша пурăнма илсе каять, çулла тăван яла, Вăтакас Татмăша, илсе килет. Тăванĕсем Тимофеевсем пăхса тăраççĕ ватта.

Çулĕсем самаях пулин те Иульяна Николаевнăн ăс-тăнĕ çирĕп, тахçанхисене паянхи пек астăвать. Хăй патне çынсем пырса çÿренишĕн шутсăр савăнать. Шел те, урама хăй тĕллĕн уçăлма тухаймасть, пÿртре те костыльпе çеç çÿрет. Санитарипе гигиена процедурисене тума Людмила Геннадьевна Тимофеева пулăшать.

"Нумай нуша, хурлăх куртăм. Пĕр кун та ĕçсĕр ирттермен. Алăсем пĕрмаях ĕç ыйтнă. Халĕ никама та нимпе те пулăшаймастăп. Пысăк тав мана пăхса пурăнакансене. Вĕсем те ман пекех вăрăм кун-çуллă пулччăр. Ĕçлемесĕр пурăнмалла мар, ĕç сывлăхшăн усăллă", – терĕ пирĕнпе сыв пуллашса Иульяна Николаевна.

Л.ВАСИЛЬЕВА,

районти социаллă пулăшу центрĕн директорĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика