АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хĕрÿ ĕçсен тапхăрĕ пуçланчĕ

07 июня 2013 г.

 Эрне пуçламăшĕнче район администрацийĕн пайĕсемпе службисен ертÿçисен, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсемпе специалисчĕсен анлă канашлăвĕ иртрĕ. Ăна яланхи пекех райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов йĕркелесе-ертсе пычĕ. Кун йĕркинче – çичĕ ыйту.

Вут-кăвартан асăрханас тата çынсене шывсем çинче хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли сезон мĕнле пыни çинчен район администрацийĕн ятарлă программăсен секторĕн заведующийĕ О.Егоров каласа пачĕ. Çулталăк пуçланнăранпа районта 20 пушар тухнă. Тăкакĕ 814,5 пин тенке яхăн. Тăватă çын пурнăçĕ татăлнă. Пушарсем пурте пурăнмалли секторсенче алхаснă. Тĕп сăлтавсем – электрохатĕрсене вырнаçтармалли йĕркене пăсни, кăмакасемпе тĕтĕм çулĕсем юсавсăр пулни, вут-кăварпа асăрхануллă пулманни. Виçĕ çурт вут тĕртнипе çунса кайнă. Хучел тата Тăрăн ялĕсенче çÿп-çап куписене чĕртсен пăхса тăманнипе çулăм çывăхри хуралтăсем çине куçнă. Юрать-ха ăна асăрхаса вăй илме паман.

Районта шыва кĕме ятарласа хатĕрленĕ вырăнсем çук. Пилĕк уйăхра 3 çын путса вилнĕ: Шăхасан, Çăлпуç тата Уçырма ялĕсенче.

Çын пурнăçĕ хăрушлăха кĕрсе ан ÿктĕр тесе асăрхаттару, ăнлантару ĕçĕсене вăйлатмалла, тĕл пулусем ирттермелле.

Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕсем пама районта йĕркеленĕ нумай функциллĕ центрăн ĕçĕ-хĕлĕпе унăн ертÿçи О.Губанова паллаштарчĕ.

Шалти ĕçсен министерствин Канаш районĕпе ĕçлекен пайĕн ГИБДД уйрăмĕн пуçлăхĕ Д.Гусев район территорийĕнчи çулсем çинче мĕнле лару-тăру пулнине залри халăх патне çитерчĕ. Кăрлач-çу уйăхĕсенче 30 автоинкек пулнă, 5 çын пурнăçĕ татăлнă, 39-ăн аманнă. Пĕлтĕрхи çак тапхăрти цифрăсем: 17, 4 тата 24. Çуран çынсен айăпĕпе 13, хăвăртлăха ÿстернипе 9 авари палăртнă. Çулталăк пуçланнăранпа çул-йĕр правилисене пăснăшăн 2926 водителе асăрхаттарнă. Ÿсĕрле руль умне ларасси 24,7 процент, хăрушсăрлăх пиçиххийĕпе çыхăнманни 63,9 процент, çуран çынсем çул çинчи хăрушсăрлăх йĕркисене пăхăнманни 251,5 процент, административлă штрафа вăхăтра е пачах тÿлеменни 273 процент ÿснĕ. Автоинкексем ытларах трассăсенче пулаççĕ.

Канаш хулипе районĕн çыннисене ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Б.Семенов çул çитмен çамрăксене ĕçлесе илме май тупса парасси тата обществăлла ĕçсем йĕркелесси çинче чарăнса тăчĕ. Вăхăтлăх ĕç тупса парас енĕпе центрпа "Строительство изделийĕсем" тулли мар яваплă пĕрлĕх, районăн Ф.Г.Григорьев ячĕллĕ тĕп больници, Киров ячĕллĕ тата "Урюм" ял хуçалăх производство кооперативĕсем, Ямаш, Шаккăл, Ачча, Çĕнĕ Чалкасси, Чакаç, Сухайкасси, Ухман, Вăтапуç, Энтрияль, Вăтакас Кипеч тата Карăклă ял тăрăхĕсем тачă çыхăнса ĕçлеççĕ. Кăçал халăх ĕçне тĕллевлĕ тăвассине йĕркелеме ĕç паракансем çуккипе сисĕмлĕ йывăрлăхсем тухса тăраççĕ.

14-18 çулсенчи çамрăксене вăхăтлăх ĕç тупса парассипе çулталăкĕпех ĕçлеççĕ. Апла пулин те, вĕсенчен пысăк пайĕ çуллахи каникулта ĕçлес кăмăллă. Пĕлтĕр çул çитмен çамрăксене ĕçлесе илме май парас тесе район администрацийĕ 300 пин тенкĕ уйăрнă, кăçал та çавăн чухлех уйăрма пăхнă. Çулталăк пуçланнăранпа шкулсемпе 232 ĕç вырăнлăх килĕшÿ тунă. Паянхи кун тĕлне 186 яшпа хĕре ĕçе вырнаçтарнă. Планпа çулталăк тăршшĕпе 570-рен кая мар çамрăка вăхăтлăх ĕçпе тивĕçтермелле. Вĕсем ытларах ятарласа хатĕрлемен профессипе ĕçлеççĕ. Çавăн пек профессисем – тĕрлĕ ĕç тăвакан, канцеляри ĕçне пурнăçлакан, сутуçă тата воспитатель пулăшуçисем, фасовщик, лаборант, мойщик, дворник, курьер тата ытти те. Çавăн пекех вĕсене урамсене тирпей-илем кÿрес ĕçсене тума та, инвалидсемпе ватăсене пăхса тăма та яраççĕ.

Çул çитмен çамрăксене ĕç тупса парас ыйту тĕпрен илсен вĕсемпе ĕçлекен структурăсене кăна – çул çитмен çамрăксемпе ĕçлекен комиссине тата подразделенине, вĕрентÿ управленине, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра – хумхантарать. Ÿсекен ăрăва ăс-хакăл тата ĕç воспитанийĕ парасси пĕтĕм обществăн ĕçĕ пулса тăмалла. Яш е хĕр ÿссе çитсен çĕршывшăн усăл-лă гражданин, квалификациллĕ специалист, лайăх çемьеллĕ çын пултăр тесе тăрăшмалла. Çавăнпа ĕç паракансен çамрăксене ĕç тупса парас ĕçе хастар хутшăнмалла. Хальлĕхе ку енĕпе лавĕ вырăнтан хускаласшăн мар-ха.

Пурлăх тата çĕр хутшăнăвĕсен тĕп эксперт специалисчĕ В.Федоров ялсене тирпей-илем кÿрес енĕпе ирттернĕ икуйăхлăхăн кăтартăвĕсене пĕлтерчĕ. Пайкилт, Шаккăл, Сухайкасси ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем А.Григорьев, Г.Степанов, З.Иванова икуйхлăх пĕтĕмлетĕвĕсемпе, пушар хăрушсăрлăхĕ енĕпе мĕнле ĕçленипе, суйлавçăсен наказĕсене мĕнле пурнăçланипе паллаштарчĕç.

Яланхи пекех çÿп-çапа тиесе турттарса тухас ыйту канашлу ĕçне шăвăнса кĕчĕ. Ку енĕпе хăш-пĕр ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен айăпа кĕнĕ шкул ачи пек ура çине тăрса ответлеме лекрĕ. Атăлçи экологи компанийĕн представителĕн С.Ложкинăн та нумай ыйтăва хурав пама тиврĕ. Ыйăвĕсем вара пĕри тепринчен çивĕчрех те йĕплĕрех пулчĕç.

Канашлăва район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов пĕтĕмлетрĕ. Палăртнă çитменлĕхсене пĕтерме конкретлă мерăсем йышăнма, уй-хир ĕçĕсене вăйлатма хушрĕ.

В.АЧЧА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика