АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Турник унăн юратнă вырăнĕ

07 июня 2013 г.

 Катек вăтам шкулĕнче 8-мĕш класра вĕренекен М.Гурьев районти çамрăк армеецсен "Орленок" вăййисенче чăтăмлăхĕпе пурне те тĕлĕнтерчĕ. Миша турник çинче 25 хут туртăнса çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ. Ал вăйĕн спорчĕпе Çĕнĕ Ачча яшне физкультура учителĕ Б.Кочанов, истори вĕрентекен В.Н.Алексеев интереслентерсе янă. Каярах халĕ вуннăмĕш класра пĕлÿ илекен Ваня Федоров канашсемпе пулăшса пынă.

Миша каланă тăрăх, 4-мĕш класра вĕреннĕ чухне 12 хутчен туртăннă, 7-мĕшĕнче – 20, 8-мĕшĕнче – 25. Шкул пĕтериччен вăтăра çитерес ĕмĕтлĕ. Уроксем хушшинчи тăхтавсенче вăл стадионти турник патне васкать. Куна та турник патĕнче пуçлать.

Вĕренÿре те Миша аван ĕлкĕрсе пырать. Ун шучĕпе спорт ăна салтак службинче самаях пулăшĕ. Пурнăçра та вăл ют пулмĕ.

В.АЧЧА тексчĕпе сăн ÿкерчĕкĕ.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика