05 июня 2013 г.
Иртнĕ кĕçнерни кун ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен делегацийĕ Хĕрлĕ Чутай районĕнче пулнă. Ĕçлĕ çул çÿревĕн тĕллевĕ – малта пыракан опытпа, кÿршĕсен тата ĕçтешĕсен пурнăçĕнчи ырă улшăнусемпе паллашасси. Мероприятин практикăлла пайĕнче Канаш тата Хĕрлĕ Чутай районĕсен администрацийĕсен пуçлăхĕсем В.Софроновпа А.Башкиров тата хăнасем Хĕрлĕ Чутай тата Атнар ял тăрăхĕсене çитсе курнă.
Пысăк йышлă делегацин пĕрремĕш чарăнăвĕ Хĕрлĕ Чутай салинчи "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче пулнă. Вĕсене ФСК директорĕ В.Дадюков кĕтсе илнĕ, экскурси ирттернĕ, спортсменсен çитĕнĕвĕсем çинчен каласа панă. Кунта тренажерсем вырнаçтарнă урамри вăйăсен площадки, футбол, волейбол, баскетбол, кĕрешÿ залĕсем, бассейн, хăнасем валли уйрăм номерсем пур.
В.Толстов-Атнарский ячĕллĕ "Этем тата çут çанталăк" халăх музейĕн директорĕ, писательсен, тавра пĕлÿçĕсен, композиторсен пĕрлешĕвĕсен членĕ, чăвашсен Эмине ячĕллĕ премин лауреачĕ З.Спиридонова пысăк хавхаланупа унти экспонатсемпе, музей историйĕпе паллаштарнă, районăн паллă çыннисем çинчен каласа панă. Музей икĕ хутлă. Пĕрремĕшĕнче этнографи, курав, Çарпа ĕç мухтавĕн, иккĕмĕшĕнче картинăсен галерейин, музейĕн пĕрремĕш директорĕн В.Г.Толстов-Атнарскин, çут çанталăк залĕсем вырнаçнă. Хăнасене уйрăмах чăваш художникĕсен А.Даниловăн, В.Милославскин, С.Кокелĕн ĕçĕсем кăмăла кайнă.
Атнар вăтам шкулĕн музейĕнче те курмалли, тĕлĕнмелли нумай пулнă. Музейĕн кун-çулĕпе унăн директорĕ В.Храмов паллаштарнă. Кунта экскурсисем, тавра пĕлÿ урокĕсем ирттереççĕ. Райадминистраци пуçлăхĕ В.Софронов ăшшăн йышăннăшăн тав тунă, музейсене асăнмалăх наци сувенирĕсем парнеленĕ.
Атнар ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ умĕнче илемлĕх пултарулăхĕн артисчĕсем канашсене чăвашсен ырă йăлипе çăкăр-тăварпа, юрă-кĕвĕпе кĕтсе илнĕ. Нумай çĕнни, усăлли пĕлнĕ кунта хăнасем. Вĕсем нумаях пулмасть лартнă фонтан умĕнче чылай вăхăт тытăнса тăнă. Пур çĕрте те тирпейлĕх, тасалăх. Ахальтен мар ĕнтĕ Атнар ялĕ халăх пурăнакан вырăнсене ешĕл тум тата хăтăлăх кÿрес енĕпе ирттернĕ Пĕтĕм Раççейри смотр-конкурсра иккĕмĕш вырăна тивĕçнĕ.
Атнарти культура çуртĕнче икĕ районти ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен пĕрлехи канашлăвĕ иртнĕ. Хĕрлĕ Чутай районĕн пуçлăхĕ А.Степанов районăн кун-çулĕ çинче чарăнса тăнă. Администрацисен пуçлăхĕсем А.Башкировпа В.Софронов районсен социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн кăтартăвĕсемпе паллаштарнă, залран панă ыйтусене хуравланă. Уçырма тата Çеçпĕл ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем В.Ивановпа С.Иванова хăйсен ĕç опычĕ, çитĕнÿсем çинчен каласа панă. Атнар ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Кузнецов тăрăхăн ĕçĕ-хĕлĕ çинчен тухса калаçнине Канаш районĕнчи ĕçтешĕсем пысăк интереспа итленĕ. Унăн мухтанмалли пурах: ялсене хăтлăх кÿресси тĕп вырăнта – урамсенче, масарсенче таса та тирпейлĕ. Хĕллехи вăхăтра чи малтан социаллă пĕлтерĕшлĕ объектсем патне пыракан çулсене хырса тасатаççĕ. Йĕрке тăвассинче ял çыннисен тÿпи пысăк.
Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Софронов хĕрлĕчутайсене хапăл туса кĕтсе илнĕшĕн, кăтартса çÿренĕшĕн тав тунă, çитес шăмат кун Асхва ялĕ çумĕнчи стадионта иртекен акатуя йыхравланă.
Канашсем çул тăршшĕпех Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕнче курни-илтнине сÿтсе явнă. Чылайăшĕпе хăйсен ĕçĕнче усă курма шутланине пĕлтернĕ.
В.АЛЕКСЕЕВ.