АУ «Редакция Канашской районной газеты «Канаш» Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йăнăша ăнланса илсе малашне ан туччăр

05 июня 2013 г.

 Çулталăк пуçланнăранпа район территорийĕнче çул çитмен çамрăксем саккуна пăснă 12 тĕслĕхе шута илнĕ. Пĕлтĕр çак тапхăрта чылай сахалрах преступлени тунăччĕ. Кунта тĕрлĕ шайри преступленисене регистрациленĕ. Ачасем тунă преступленисен шайĕ 14,6 процентпа танлашнă, республикăра – 4,8 процентпа.

Усал ĕç тунă çĕре хутшăнакансен йышĕ те ÿсет. Ытларах чухне 14-15 çулти ачасем пуçтахланаççĕ. Çÿлерех асăннă 16 преступленирен 9-шне пирĕн район территорийĕнче пурăнман ачасем тунă.

Ачасем саккуна пăсассине профилактикăлас тĕл-левпе пирĕн республикăра, районта та, "Условник" операцин иккĕмĕш тапхăрĕ иртрĕ. Мероприяти пынă тапхăра условно майпа айăпланнă, районти полици органĕсенче учетра тăракан çамрăксене (кунашкалли 2 ача) вĕсем пурăнакан, вĕренекен вырăна тухса хăйсене мĕнле тытнине тĕрĕсленĕ. Ачасем хăйсем тунă йăнăша ăнланса илсе малашне усал ĕçпе ан çыхланччăр тесе ашшĕ-амăшĕпе тĕл пулса калаçнă, асăрхаттарусем тунă. Операци вăхăтĕнче условно майпа айăпланнă пĕр çамрăк суд приговорĕпе çирĕплетнĕ йĕркене пăснине палăртнă.

Л.АНТОНОВА,

çул çитменнисемпе ĕçлекен аслă инспектор.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика