05 июня 2013 г.
Çак ÿкерчĕке Пограничниксен кунне халалласа хулари Афганецсен скверĕнче ирттернĕ мероприятире тунă. Вулакансем, ахăртнех, сулахай тата сылтăм енчи арçынсем пĕр сăнлă пулнине асăрхарĕç пулĕ ĕнтĕ. Тĕрĕс, вĕсем – йĕкĕрешсем, Ăвăспÿрт Кипеч ялĕнче пурăнакан Сергей тата Андрей Терентьевсем. Ялти шкулта 8 класс пĕтерсен Канашри 17-мĕш профессипе техника училищинче токаре вĕреннĕ, "Урожай" совхозра ĕçленĕ. Салтака кайма ят тухсан 1984 çулхи юпа уйăхĕнче иккĕшне те Совет Союзĕпе Афганистан чикĕленнĕ вырăна янă. Лăпкă пулман ун чухне. Совет çарĕсем сăртлă-туллă çĕршывра интернационалла тивĕçе пурнăçланă. Паллах, пограничниксен те тимлĕхе, сыхлăха темиçе хутчен ÿстерме тивнĕ. Терентьевсем икĕ çултан тăван тăрăха таврăннă. Вĕсен кăкăрĕсем çинче чикĕ çарĕсен отличникĕн иккĕмĕш степеньлĕ паллисем ялти яш-кĕрĕме илĕртнĕ. Йĕкĕрешсем мирлĕ ĕçе кÿлĕннĕ. Сергей стройкăра, Андрей чукун çул çинче ĕçлеççĕ.
Терентьевсем хушшинче тăраканĕ – хулари 10-мĕш номерлĕ вăтам шкул директорĕ, кунти "Пограничниксен çамрăк тусĕсем" отрядăн ертÿçи Н.Кокорев. Вăл Комсомольски районĕнчи Кĕçĕн Каçал ялĕнче çут тĕнчене килнĕ. Канашри педагогика училищинче, Чăваш патшалăх университетĕнче вĕреннĕ. Николай Алексеевич 1975-1977 çулсенче Хĕвел тухăç Украинăра чикĕри заставăра службăра тăнă. Салтакран кĕçĕн сержантăн пакунĕсемпе таврăннă. Халĕ – чикĕ çарĕсен саппасри аслă лейтенанчĕ.
В.АЧЧА.